АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк армеецсем тупăшрĕç

01 июня 2016 г.

Çамрăк армеецсем тупăшрĕç

Майăн 27-29-мĕшĕсенче Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул бази çинче йĕркеленнĕ  «Зарница» тата «Орленок» çамрăк армеецсен  вăййисем иртрĕç.

Вăйăсем пуçланнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов хутшăннă. Александр Иванович шкул ачисем кунта еплерех вырнаçнипе, хăрушсăрлăх правилисемпе паллашрĕ. Пĕтĕмĕшле «Зарницăпа» «Орленок» çамрăк армеецсен вăййисене йĕркелесе ирттерессине «Ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ» учреждени хăйĕн çине илнĕ. Виçĕ кун хушшинче шкул ачисем хăйсен вăйĕпе çаврăнăçулăхне, практика тата теори пĕлĕвне кăтартрĕç. Çамрăк армеецсем  йывăр заданисене пурнăçласа пĕр-пĕрне пулăшмаллине, туслă пулмаллине  ăнланса илчĕç. Майăн 29-мĕшĕнче çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чысларĕç.          

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.Шишкина.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика