01 июня 2016 г.
Çуллахи куна кĕтсе илсе пурте тавралăха тирпей-илем кĕртеççĕ. Тасалăх куçа илĕртет, чуна савăнтарать.
Кăçал çуркунне хăш-пĕр кунсенче шыв вăйлă юхрĕ. Çавна пула çырмасенчи каçмалли вырăнсене юрăхсăра кăларчĕ. Çиçтĕпе ялĕнче кĕтÿ çÿрекен вырăна шыв юхакан çырма урлă каçмалла. Шăпах çак вырăнта пысăк пăрăх айккинчи тăпрана шыв юхтарса кайнăччĕ. Ку вара ял çыннисен чунĕсене ыраттарчех. Ахальтен мар ĕнтĕ çуркунне çитсен, каçăсене юсасси Çиçтĕпере йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кăçал та Н.Гренадерскийпе Н.Алексеев пенсионерсем пуçарнипе ял халăхĕпе пĕрле каçăна юсарĕç. Çак ĕçре Н.Алексеев, Н.Гренадерский, В.Садовников пĕчĕк урапасемпе вакă чул, тăпра, йывăç турачĕсем турттарчĕç. Ю.Тимофеев, А.Егоров, Н.Андреева, Г.Петухов, Ю.Иванов активлăх кăтартрĕç, кĕпере каçса çÿреме юрăхлă турĕç. Халĕ кĕпер автомашинăпа та каçса çÿреме юрăхлă. Ял-йышпа ĕçлеме те аван, ĕçĕ те ăнăçать. Çакна Çиçтĕпесем лайăх ăнланаççĕ, айккинчен килсе туса парасса шанмаççĕ, хăйсемех ăсталаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ЕГОРОВ. Cиcтeпе ялe.