01 июня 2016 г.
2001 çулта Чăваш Ен тĕп хули çĕршыври чи хăтлă хуласен шутне кĕнĕ. Таса, илемлĕ, илĕртÿллĕ, симĕс... Парксемпе скверсем, вăрмансемпе катасем, йывăçсемпе тĕмсем хулара 70 ытла тăваткал километр йышăнаççĕ. 2012 çулта Шупашкар тепĕр хут «чи-чи» ята тивĕçнĕ.
Тĕп хула историйĕ те, паянхи кун-çулĕ те пуян, кăсăклă. Кунта вырăссен пĕрремĕш патшин кукамăшĕ юлашки кунĕсене пурăнса ирттернĕ. Шупашкарта çавăн пекех урăх ниçта та тĕл пулма май çук хăйнеевĕрлĕ палăксемпе музейсем йышлă. Тĕслĕхрен, федераци пĕлтерĕшлĕ палăк тата Шупашкарти чи кивĕ çуртсенчен пĕри ?XVII ĕмĕрти сыхланса юлнă пĕртен-пĕр объект/ шутланакан Введени соборĕ. Вăл совет саманинче те хупăнман, хальхи вăхăтра Чăваш Енри тĕп чиркÿ пулса тăчĕ.
Анне палăкне 2003 çулта уçнă. Унăн çÿллĕшĕ 46 метра яхăн. Сăра музейне 1997 çулта хута янă. Унăн тĕп паллисенчен пĕри - авалхи чăваш халăхĕн тĕрлĕ йăли-йĕркине туса ирттерни. Трактор историйĕн музейĕ Тăван çĕршыври тата тĕнчери трактор тăвас ĕç аталанăвне туллин кăтартать. Экспозицире 5 пин ытла экспонат, çак шутра - 40 тĕрлĕ трактор. Михаил Архангел храмĕ, Успени чиркĕвĕ, Ехрем хуçа çурчĕ, В.И.Чапаев музейĕ, Хресчен çурчĕ... Çакăн йышши авалхи çуртсем хăйнеевĕрлĕхĕпе, илемĕпе кирек кама та илĕртĕç. Кунсăр пуçне Шупашкар федераци пĕлтерĕшлĕ 23 палăкпа, тĕрĕсемпе, фольклорпа, чăваш сăрипе, наци апат-çимĕçĕпе, çĕршыври чи лайăх фейерверксемпе тата канфетсемпе мухтанма пултарать.
Çулсерен хулара пин-пин çынна пĕрлештерекен уявсем иртеççĕ. Шупашкарта пысăк шайри спорт ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ: çăмăл атлетика енĕпе çĕршыв чемпионачĕ, утас енĕпе европа тата Тĕнче кубокĕ, дзюдо енĕпе командăсен Европа чемпионачĕ, парашют спорчĕ енĕпе Тĕнче кубокĕ, çăмăл атлетика енĕпе командăсен Европа чемпионачĕ. 2018 çулта тĕнчери çăмăл атлетика историйĕнче пĕрремĕш хут Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе командăсен Тĕнче чемпионачĕ иртĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: /«Хыпар» хаcатран/.