01 июня 2016 г.

Иртнĕ кунсенче районти Тĕп библиотекăра республикăри «Çемье ăшши» конкурсăн районти тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.
Конкурса ятарласа ачасене усрава илекен çемьесен авторитетне ÿстерессишĕн, ачасемпе ашшĕ-амăшĕн хушшинчи çыхăнусене çирĕплетессишĕн йĕркеленĕ. Район шайĕнчи тапхăр апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа майăн 26-мĕшĕччен иртнĕ. Конкурса ача усрава илнĕ 8 çемье хутшăннă, вĕсем çемье телейне кăтартакан пултарулăх ĕçĕсем тăратнă.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов та хутшăннă. Вăл пултарулăх ĕçĕсемпе паллашнă, конкурса активлă хутшăннăшăн тав тунă. «Çемьене ют ача илсе ÿстересси çăмăл мар, çапах та ырă ĕç», _ палăртнă А.Тихонов. Çемьере «ăшă» пулсан ачасем те телейлĕ çитĕнеççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.БОРИСОВА, райадминистрацин опекaпа попечительство секторeн заведующийe.