АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинофестиваль çĕнтерÿçисене чысланă

01 июня 2016 г.

Чăваш патшалăх филармонийĕнче Пĕтĕм тĕнчери IX кинофестиваль çĕнтерÿçисене хаваслă лару-тăрура  чысланă.

Уява пухăннисене ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламланă. Паян халăх кинопа кăсăкланнине, ирхине те кинона çынсем йышлăн çÿренине палăртнă республика Пуçлăхĕ. «Шупашкарта кинофестиваль ултă кун хушши халăха савăнтарчĕ. Хăнасене пирĕн тăрăха килме кăмăл тунăшăн тав тăватăп. Паян эпир, чăннипех те, тĕнчипе паллă, ют çĕршывсенче те ырăпа сарăлнă артистсем Чăваш Енре пулнишĕн мухтанма пултаратпăр. Кино пире культурăна, йăла-йĕркене тытса пыма пулăшать», - тенĕ М.Игнатьев. Вунă пин ытла çын кинофестивале хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă, пурĕ 52 фильм курнă, вĕсенчен 8-шĕ Чăваш Енрисем. Киносене республикăра анчах мар, районсемпе хуласенче те халăх патне илсе çитернĕ. Çынсем Вăрмарта, Сосновкăра, Çĕмĕрлере, Куславккара тата ытти çĕрте те курнă. ЧР Пуçлăхĕн ятарлă парнине «Побег из Москвабада» фильм çĕнсе илнĕ. Раççей Президенчĕ кăçал Кино çулталăкĕ тесе палăртнă, ăна тĕпе хурса республикăра та тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттерме тĕллев лартнине пĕлтернĕ М.Игнатьев. Шупашкара кинофестивале пухăннисем ЧР Пуçлăхне çакăн пек пысăк витĕм кÿнĕшĕн, йĕркелÿçĕсене пысăк шайра мероприятисене хатĕрленĕшĕн, мĕнпур Чăваш Ен çыннисене пурне те ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика