АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пуçаруллисене хисеп турĕç

01 июня 2016 г.

Чи пуçаруллисене хисеп турĕç

Вăрмарти тĕп лапамра Раççей предпринимательлĕх кунне уявлама халăх чылай пухăннă. Уйрăм çын предпринимательсем, «Вăрмарти общепит» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем тутлă шашлăк пĕçереççĕ, халăхĕ вĕсене кăмăлласа туянать. Ачасене вăйă аттракционĕсем илĕртеççĕ. 

Акă тĕп хуламăртан чăваш çăлтăрĕсем те килсе çитрĕç. Сцена ăстисем хамăр тăрăхри пуçаруллă çынсене саламлама васкарĕç - вĕсен ячĕпе чăвашла хитре юрă шăрантарчĕç. 
Часах кĕтнĕ пăлхануллă самант çитрĕ. Иртнĕ çулталăк хушшинче çĕнĕ производствăсем уçса, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелесе тата бюджета налуксем хывса, халăха кирлĕ таварсемпе тата пулăшу ĕçĕсемпе вăхăтра тивĕçтерессипе, çапла майпа район экономикине вăйлатас тĕлĕшпе тăрăшса вăй хунипе палăрнисене чыслама район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Виссарионов, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова сцена çине хăпарчĕç. 
Район экономикин аталанăвĕпе Н.Краснова паллаштарчĕ: «Вак тата вăтам бизнес район аталанăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Паянхи кун районта 571 уйрăм çын предприниматель, 123 пĕчĕк предприяти шутланать, вак бизнесра - 2 пин ытла çын». Кунтах районта малтисен ретĕнче пыракан çĕвĕ цехĕсене, «Аванпром» тулли мар яваплă, «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществисене палăртса хăварчĕ. Унтан райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов нимĕнле йывăрлăхсенчен те хăраман, хăйсен ĕçне пуçарса янă, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ хастар та пултаруллă çынсене уяв ячĕпе чĕререн саламларĕ, çĕнĕ проектсене, лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме сĕнчĕ. Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Виссарионов Ĕç çыннин çулталăкĕнче ăнăçусем тумашкăн сунчĕ. 
Хăйсен ĕçĕнче тÿрĕ кăмăлпа нумай çул хушши вăй хунăшăн - Вăрмарти «Общепит» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорне - М.Сейфуллинăна, «Чи лайăх предприниматель-2015» республика конкурсĕн «Чи лайăх вак предприяти» номинаци çĕнтерÿçине ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерствин дипломĕпе чысларĕç; «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществин тĕп бухгалтерĕ - Г.Венедиктова ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министерствин Хисеп грамотине тивĕçр; уйрăм çын предпринимательсене - Н.Владимировăна, И.Грачевăна, Э.Павлова, Н.Егоровăна - райадминистрацин Хисеп грамотипе; Л.Питеровăна, Т.Львовăна тата «Вăрмар пасарĕ» муниципаллă унитарлă предприятин кассирне В.Васильевăна райадминистрацин Тав çырăвĕпе чысларĕç. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика