АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ентеш - округ чемпионĕ

28 мая 2016 г.

Кавалта çуралса ÿснĕ Раççей спорт мастерĕ Николай Александрович Адюков Ямал-Ненецк автономи округĕнчи Ноябрьск хулинче тĕпленнĕ. Кăçал ноябрĕн 23-мĕшĕнче 62 çул тултарать. Пирĕнтен аякра пурăнать пулин те, тăван яла килсех çÿрет. Спортпа  туслă пулнăран ăна çавăн чухлĕ параймăн. Çирĕп кĕлеткеллĕскер, вăй питти арçын хăйне вăр-вар тытать. Çамрăк курăнать.

Ялти çăмăл мар пурнăçа хăнăхса ÿснĕскер, пĕчĕклех спорт енне туртăннă. Малтанах ирĕклĕ майпа кĕрешессине кăмăлланă.
Салтакран тĕрекленсе таврăннă çамрăк каччă кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи Васильевăри автотехникумран вĕренсе тухать, 6 çул Нефтеюганск хулинче автоколонна начальникĕнче тăрăшать. Часах вăл Ямал-Ненецк автономи округĕнчи Ноябрьск хулине ĕçлеме куçать. Вăл вăхăтра 46 çулта пулнă. Ирĕклĕ майпа кĕрешессине питех пропагандăламаççĕ кунта. Чăваш спортсменĕ вара штанга йăтассипе ирттерекен ăмăртусене хутшăнма пуçлать. 2000 çулта спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлать, виçĕ енлĕ ăмăртса 600 килограмм çĕклеме пултарать. Ултă çул хушши Раççейре мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртусене хутшăнать, виçĕ хутĕнче те виççĕмĕш вырăнсене йышăнать.
2006 çулта «штангăпа кукленсе ларса» упражненире автономи округĕн çĕнĕ рекордне тăвать. 
2010 çулта пауэрлифтинг енĕпе 110 килограмм таран таякан спортсменсем хушшинче 1 степеньлĕ диплома тивĕçет.
2012 çулта Н.Адюков пысăк çитĕнÿ тăвать. Дон çинчи Ростовра пауэрлифтинг енĕпе ирттернĕ Европа чемпионатĕнче чемпион ятне çĕнсе илет. 
Тепĕр çулхине Краснодар хулинче пауэрлифтинг енĕпе ирттернĕ Еврази чемпионатĕнче вăлах çĕнтерет.
Пултаруллă спортсменăн 2014-2015 çулсенчи кăтартăвĕсем те лайăх. 
2016 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Ноябрьск хулинче пауэрлифтинг енĕпе Ямал-Ненецк автономи округĕн уçă чемпионатне ирттернĕ. Пĕтĕм Раççейри çак турнира çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен 300 ытла чи пултаруллă спортсмен пухăннă.
60-65 çулсенчи ветерансем хушшинче округ чемпионĕн ятне çĕнсе илессишĕн 22 спортсмен тупăшнă. Çивĕч кĕрешÿре, виçĕ упражненире 380 килограмм çĕклесе, пирĕн ентеш - Н.Адюков чемпион ятне çĕнсе илнĕ, Хисеп пьедесталĕн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарса тăма тивĕçлĕ пулнă.
Пултаратăн, Николай, эпир санпа мухтанатпăр, малашнехи ăмăртусенче ăнăçу сунатпăр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика