28 мая 2016 г.
Физкультурăпа спорта юратакансем «Урмары» футбол командин çитĕнĕвĕсемпе кăсăкланаççех.
Акă ку хутĕнче те савăнăçлă хыпар. Вĕсен кăтартăвĕ турнир таблицин пĕрремĕш йĕркинчи пĕрремĕш вырăна йышăннă. Халĕ кун пирки тĕплĕнрех. Пĕрремĕш турта «Цивильск» /Çĕрпÿ районĕ/ футбол команди пирĕннисене 3:1 шутпа выляса янă. Иккĕмĕш тура вара пирĕн команда хăнара - Хĕрлĕ Чутайра - кĕтсе илнĕ. «Спартак» командăпа тĕл пулса 4:3 шутпа выляса илнĕ. Майăн 28-мĕшĕнче 15.00 сехетре Вăрмарти тĕп стадионта черетлĕ футбол турнирĕ иртет. Унта ЧР чемпионат ятне çĕнсе илессишĕн пирĕн команда «Факел» /Красноармейски районĕ/ командипе тĕл пулать. Ăнăçу вĕсене.
Палăртас пулать, командăна пĕр çĕре пухас, спортсменсене çĕнтерÿ тума хавхалантарас енĕпе хăйĕн мĕнпур тăрăшулăхне, пĕлĕвне тата вăй-халне шеллемен А.Ивановăн /Вăрмар поселокĕ/ тÿпи те пур.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ИЛЬИН.