АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ячĕ те «çĕнтерĕве» пĕлтерет

28 мая 2016 г.

Ачана çуралсанах ят хураççĕ. Çыннăн шăпи мĕнле пулса тухасси, хăш-пĕр тĕпчевçĕ ĕнентернĕ тăрăх, ятран та чылай килет. Сăмах Виктория ят хунă хĕрача çинчен пырĕ. 

Справочникре Виктория ят активлă, пуçаруллă, хастар, çирĕп тĕллевлĕ, пуçтарăнчăклă çын пулнине пĕлтерет. Вăл - лидер, ăслă, хăйне юратакан, ĕçлеме ÿркенмен çын. Характерĕ - çирĕп, кăмăлĕ - шанчăклă. Кам ĕмĕтленмест пуль малтисен ретĕнче пулма; Паллах, пурте. Пĕрисем вĕренÿре палăрма тăрăшаççĕ: шкулти предмет олимпиадисене хутшăнаççĕ, район, республика шайĕнче шкул чысне хÿтĕлеççĕ, теприсем вара спортра умлă-хыçлă çитĕнÿ тăваççĕ те хăйсен кăтартăвне ÿстерсех пыраççĕ.
«Хĕрлĕ ялав» хаçата вулакансене Арапуç шкулĕнчи 4-мĕш класра вĕренекен пултаруллă хĕр ачапа паллаштарас килет. Пур предмета та юратать вăл, çапах та чунĕ спорт еннелле ытларах туртăнать. Футбол, сĕтел çинчи теннис, баскетбол, волейбол вăййисене уйрăмах кăмăллать. Шкулти предметсене «шĕкĕлченисĕр» пуçне, спорт сиплĕхне туйса шахмат вăййине, самбо, дзюдо кĕрешĕвне алла илет. 4 çул хушшинче шкулта вĕренсе тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса 65 тĕрлĕ грамота, 10 медаль çĕнсе илме пултарнă мал ĕмĕтлĕ Вика. Район шайĕнче самбо кĕрешĕвĕ енĕпе СССР спорт мастерĕ Н.Сейфуллин ячĕпе иртнĕ ăмăртуран Вика 2-мĕш вырăна çĕнсе илсе медальпе таврăнчĕ. Шупашкарта самбо енĕпе кĕрешсе пирĕн Вика виççĕмĕш вырăн йышăнса грамотăпа медаль илме пултарчĕ, 13 çултан çамрăкрах спортсменсем хушшинче дзюдо енĕпе кĕрешсе пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ, ăна ЧР Физкультурăпа спорт министрĕ С.Шелтуков алă пуснă дипломпа тата медальпе чысларĕç. Çитĕнÿсем, паллах, çăмăллăн килмеççĕ, çакна лайăх ăнланать Вика. Тĕп шкулти физкультура учителĕ Э. Антонов, Вăрмарти ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Спорт çурчĕн тренерĕ Л.Уливанов хĕр ачара çирĕплĕх, ăнтăлу пуррине асăрхаса тата унра спорт ăсталăхĕ вăй илсе пынине кура ятарлă хăнăхусене туптама пулăшаççĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнтарма тăрăшаççĕ. Виктория полици ĕçченĕ пуласшăн. Унăн ашшĕпе амăшĕ Викăна ĕненсе, унăн вăйне шанса, хавхалантарса, ăна пулăшса, ырласа, тĕрев парса пыраççĕ. Спорт хастарлăх çуратать, теççĕ. Лара-тăра пĕлмен Вика тем тума та ĕлкĕрет: вĕренÿре тăрăшуллă, пултарулăх енĕпе те малта. Ташлама-юрлама ăста вăл.
Унăн ячĕ Виктория латин чĕлхинчен куçарсан «Победа»-çĕнтерÿ тенине пĕлтерет.Çак ят пĕлтерĕшне вăл тата нумай ырă та пархатарлă, мухтавлă ĕçсемпе çитĕнÿсем, çĕнтерÿсем кĕртесси иккĕленÿсĕр. Çакна эпир шансах тăратпăр. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: М.КРЫЛОВА. Арапуc шкулe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика