28 мая 2016 г.

Майăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре «Единая Россия» партин суйлав умĕнхи сасăлавĕ вĕçленнĕ. Республикăра пурăнакансем чи тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасăларĕç, вĕсем сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртекен суйлавра «Единая Россия» партинчен Раççей Патшалăх Думине тата ЧР Патшалăх Канашне депутатсем пулма суйланĕç.
Суйлав умĕнхи сасăлава ирттерме йĕркеленĕ регионти комитет унăн итогĕсене пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Аса илтеретпĕр: йăлана кĕнĕ суйлавсемпе танлаштарсан суйлавçăсем темиçе кандидатшăн та сасăлама пултарнă, суйлав умĕнхи сасăлавра чи нумай рейтинг пухнă кандидатсем çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине федераллă парти округĕ тăрăх кандидатсем хушшинче 74,79 процент сасă пухса А.Аршинова çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Н.Владимиров /21,88 процент/ тата И.Клементьева /10,01 процент/.
Канашри пĕр мандатлă 37 номерлĕ суйлав округĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине суйлав умĕнхи сасăлава хутшăнса рейтинг çĕнтерÿçи 63,83 процентпа Н.Малов пулнă. Иккĕмĕш вырăнта - Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ А.Самойлова /23,98 процент/. Виççĕмĕш вырăнта - ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ И.Калмыков /7,51 процент/.
Суйлав умĕнхи малтанхи сасăлавра Шупашкарти 38 номерлĕ суйлав округĕпе Шупашкар хула пуçлăхĕ Л.Черкесов 83,32 процент сасă пухса çĕнтернĕ. И.Клементьева 10,89 процент сасă пухса иккĕмĕш вырăна тухнă. Шупашкарти 5 № гимназин директорĕ И.Исаева 8,17 процент пухса виççĕмĕш вырăнта.
Суйлав умĕнхи сасăлава хутшăнса рейтинга тивĕçнисем Пĕрлехи сасăлав кунĕ умĕн икĕ уйăх ĕçленин результачĕ куç умĕнче пулнине пĕлтернĕ «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн руководителĕ Н.Малов: суйлавçăсемпе тата ĕç коллективĕсемпе тĕл пулни, дебатсемпе агитацисене хутшăнни. Сасăлавччен икĕ уйăх маларах вăй хуни нумай çул ăнăçлă ĕçленин никĕсĕ те пулса тăнине палăртнă вăл. Çак лайăх результатсем пĕр командăпа ĕçленипе пулнă: Чăваш Ен Пуçлăхĕпе, республика правительствипе, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕпе, Раççей Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе.
2016 çулхи июнь çурринчен тата июль уйăхĕнче иртекен съездра, «Единая Россия» партин регионти конференцийĕнче РФ Патшалăх Думине тата ЧР Патшалăх Канашне суйланакан кандидатсене тăратассине пĕтĕмлетĕç.
«Единая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн руководителĕ Д.Щепелев каланă тăрăх, республикипе пĕтĕмĕшле илсен суйлав умĕнхи сасăлава çÿллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕ. Шутлав участокĕсене килсе сасăлакансен йышĕ Раççей Федерацийĕпе илсен чи пысăк пулнине палăртнă. Вăл 20,38 процентпа танлашнă.
Кун пек пысăк масштаблă процедура пĕрремĕш хут иртнĕ, çавăнпа та çитменлĕхсемпе пысăках мар йăнăшсем пулни çынсен кăмăл-туйăмне тата сасăлав кăтартăвĕсене витĕм кÿменни çинчен те хушса каланă Д.Щепелев.
«Суйлав умĕнхи сасăлава йĕркелекенсем сасăлава кун пек йышлăн килессе /уйрăмах ирхине/ шутламан та», - тенĕ «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Л.Черкесов. Кунпа пĕрлех вăл çак опыта шута илмеллине, ÿлĕмрен суйлавçăсене черетсĕр сасăлама майсем туса памаллине палăртнă.
«Апла пулин те сасăлава килнĕ çынсем валли уяв хатĕрлес тесе йĕркелÿçĕсем пĕтĕм вăйне хунă, - тесе палăртнă Л.Черкесов. - Сасăлав иртнĕ вĕрентÿ учрежденийĕсенче художествăлла пултарулăх коллективĕсем хăйсен кăтартăвĕпе савăнтарнă, спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ. Республикăра пурăнакансем сасăлава çемйисемпе, уява килнĕ пекех хутшăннă, хăйсене ытларах килĕшекен кандидатсемшĕн сассисене панă».
Николай Малов палăртнă тăрăх, суйлав умĕнхи кампанире суйлавçăсем мĕн суннине, сĕннине шута илсе тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Ытти канашсемпе сĕнÿсене сентябрь уйăхĕнче иртекен суйлавра «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн суйлав умĕнхи программине тĕпе хурĕç. Партин регионти уйрăмĕн руководителĕ палăртнă тăрăх, малтанхи сасăлавра çĕнтернĕ кандидатсем лавр çинче çывăрса выртмĕç, республикăшăн, кунта пурăнакансемшĕн тăрăшса малалла та çине тăрса ĕçлĕç.
Николай Малов: «Хам ятран тата «Единая Россия» партири хамăн ĕçтешсен ятĕнчен эпĕ республикăра пурăнакансене - малтанхи сасăлава хутшăннă граждансене - пурне те тав тăватăп. Канмалли кун пулнине пăхмасăрах шутлав участокĕсене килсе хăвăрăн шухăшăрпа чи тивĕçлĕ кандидатсемшĕн сасăланăшăн тавах. Республикăра пурăнакансем «Единая Россия» парти ирттерекен малтанхи сасăлава активлă хутшăннăшăн чăннипех те савăнтăмăр эпир. Çапла Чăваш Енре пурăнакансем çак мероприятие хутшăнса кÿнĕ пулăшу пире малтанхи сасăлавра çĕнтернĕ кандидатсене шанма май парать. Сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртекен суйлав кунĕ тĕлне «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕ тивĕçлĕ команда тăратассине çирĕплетсе калатăп.
Источник: "Урмарская районная газета"