АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хыпарçисĕр ан юлăр!

28 мая 2016 г.

Район хыпарçисĕр ан юлăр!

Çитес çур çуллăха хаçат-журнал çырăнтарассин тапхăрĕ вĕçлениччен тепĕр уйăх  анчах юлчĕ ĕнтĕ.

Чун апачĕсĕр пурăнма хăнăхманскерсем, пурнăçпа пĕр тан утма вĕреннĕскерсем федераципе республика шайĕнчи хаçат-журналсене, районта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хыпарçине çырăнма тăрăшаççĕ. Халĕ тата вулаканăн укçи-тенкине перекетлемешкĕн хаçат-журналсене йÿнĕрех хакпа çырăнмалли тапхăрсем йĕркелеççĕ. 
Çавăн пекех альтернативлă майпа та çырăнса илме май пур. Акă, районти тĕп больницăн поликлиникинче медсестрара чылай çул хушши вăй хуракан Елена Валерьяновна Эверскова район хыпарçине те яланах çырăнса илет. «Хĕрлĕ ялавсăр» епле пурăнăн-ха? Вăл пире районта мĕн пулса иртни-иртесси çинчен, районтан тухнă паллă çынсем тата ытти пирки те чăн малтан хыпарлать вĕт. Хаçата пуçламăш страницăран пуçласа вĕçне çитиех çемьепе тĕплĕн вуласа тухатпăр. Унсăрăн епле пултăр-ха? Çитес çур çулта та район хаçатне çемьепех туслăн вулăпăр», - пĕлтерет кăмăллăн Е.Эверскова.
Тăван районти кашни килтех район хыпарçи чăтăмсăррăн кĕтнĕ хаçат пултăрччĕ. Вулакансемшĕн ку е вăл информаци кăсăклăрах пултăр тесе çивĕч калем ăстисем те пĕтĕм пултарулăхне хурса тăрăшаççĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика