28 мая 2016 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев «Раççей чукун çулĕсем» АУО президенчĕпе О.Белозеревпа курнăçнă. Ĕçлĕ тĕлпулура Чăваш Енри предприятисем РЖД валли туса кăларакан продукци номенклатурине анлăлатассине, пирĕн предприятисемпе организацисем пысăк хăвăртлăхлă Мускав-Хусан магистраль строительствин инвестици проектне хутшăнассипе çыхăннă майсене сÿтсе явнă.
РЖД президенчĕ палăртнă тăрăх - асăннă магистраль строительстви экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче 370 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркелеме, çĕнĕ производствăсем уçма, ĕçлекеннисене саккассемпе тивĕçтерме пулăшмашкăн пултарать. Çавна май çĕнĕ технологисем аталанĕç, инновацие тĕпе хуракан продукци кăларасси вăй илĕ. Хальхи вăхăтра проектировщиксен консорциумĕ проект документацине хатĕрлет, унта кирлĕ продукци калăпăшĕ, тивĕçлĕ требованисем те уçăмланмалла. О.Белозеров строительствăра Раççейре туса кăларакан конкурентлă продукцие тĕпе хурассине çирĕплетнĕ. М.Игнатьев Чăваш Ен яваплăха туякан ĕçтеш пулнине палăртнă, регион хăйĕн çине илнĕ обязательствăсене яланах туллин пурнăçлать. Республикăри предприятисем пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçлама хутшăнса хăйсене ырă енчен кăтартнă. Çав шутра - Сочири Олимп объекчĕсен энергохăрушсăрлăхне тивĕçтерни, Мускав чукун çулĕн Пĕчĕк ункине модернизацилени. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри икĕ теçетке предприяти Раççей чукун çулĕсене пысăк технологиллĕ продукципе тивĕçтерет, 2015 çулта 12 миллиард тенкĕлĕх продукци сутнă.
М.Игнатьев паян регионти предприятисем «РЖД» АУОпа икĕ еншĕн те тупăшлă никĕс çинче çыхăну тытса ĕçленине палăртнă. Пирĕн предприятисен наукăпа техника, кадрсен, промышленноç тата инноваци хăвачĕ импорта хамăрăн продукципе улăштарассине тивĕçтерме май парать. «Пирĕн тĕллев - тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, экономикăн малашлăхлă çул-йĕрĕсене аталантарасси, ĕç тухăçлăхне ÿстересси, çавна май ĕç укçине пысăклатасси. Чăваш Ен предприятийĕсем пысăк хăвăртлăхлă магистрале проектлама тата унăн строительствине хутшăнни, магистрале хута яни республикăри организацисене, регионти социаллă пурнăçпа экономикăна аталантарассине, инвестици тата туризм илĕртÿлĕхне çĕклессине пысăк хăват парĕ», - пĕтĕмлетнĕ М.Игнатьев. О.Белозеров Чăваш Ен ертÿçисем РЖДпа çыхăну тытни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă, чукун çул транспорчĕн регионти ĕçне йĕркелес енĕпе тимлĕ пулнăшăн тав тунă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: /«Хыпар» хаcатран/.