АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвăçăн парни

25 мая 2016 г.

Геннадий Германович Матвеев - пултаруллă журналист, сăвăç, вĕрентекен, писательсен Союзĕн членĕ, Чăваш Республикин Алексей Талвир ячĕллĕ литература преми лауреачĕ. Вăл нумай кĕнеке авторĕ. Унăн «Юхать Кĕтне», «Çăлтăрлă çумăр», «Çулсем чĕнеç тăван яла» кĕнекисем пичетленсе тухнă. Сăвăç хайлавĕсенче хăйĕн тăван ялне, Тикаша, чунтан юратни, унта пурăнакан ял ĕçченне хисеплени тĕп вырăн йышăнса тăрать. Г.Матвеев чăвашла кăна мар, вырăсла та сăвăсем шăрçалать. 2014 çулта «Зажглась заря вечерняя» сăвăсен пуххи тухнă, 2015 çулта Аслă Çĕнтерĕве халалласа «Салют Победы» ятлă кĕнеке кун çути курнă. 2016 çул та Г.Матвеевшăн ăнăçлă пулчĕ, вăл тепĕр сăвăсен кĕнекине те кăларма май çитерчĕ. Пысăк Енккасси ял библиотекинче унăн «Посреди мечты» ятлă çĕнĕ кĕнекине пахаларăмăр. Автор хăйĕн творчествăллă ĕçĕпе паллаштарчĕ. Хăйĕн ĕçĕсене вăл 2017 çулта - Вăрмар районĕ 90 çул, 2019 çулта Шупашкар хулине 550 çул çитнине, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланине пĕлтерчĕ. 

Пултарулăх каçне пуçтарăннисем унăн чуна пырса тивекен «Подвиг Нины Капитоновой», «Не грусти, не скучай», «Сегодня я гуляла странно», «Не оставляй одну» сăввисене кăмăлласах вуларĕç. «Еник» ушкăн Геннадий Германович тăван ялне халалласа кĕвĕленĕ юрра шăрантарчĕ. Библиотекăна тата сăвă юратакансене автор çĕнĕ кĕнекине парнелерĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.НИКОНОРОВА, библиотека заведующийe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика