25 мая 2016 г.

Раççей Почти йĕркеленипе Пĕтĕм Раççейĕпех çуркуннехи çырăнтару вунăкунлăхĕ иртрĕ. Вăл майăн 12-мĕшĕнче пуçланчĕ те 22-мĕшĕччен пычĕ. Çак вăхăтра подписчиксем пур хаçат-журнала та йÿнĕрех хакпа çырăнма пултарчĕç. Раççей Почти çăмăллăхпа çырăнтарнипе пĕрлех хаçат-журнала подписчиксем патне - федераллă изданисене 5 процент, регионти тата вырăнти массăллă информаци хатĕрĕсене 10 процент йÿнĕрех хакпа çитерсе парассине те йĕркеленĕ.
Вăрмар районĕнче пурăнакансем те çырăнтару вунăкунлăхне активлă хутшăнчĕç.
Пысăк Енккассинчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн начальникĕнче Людмила Даниловна Петрова ĕçлет. Ирхине кÿршĕ ялсенчи почтальонсем ĕçе пуçтарăнаççĕ. Кунта пурĕ 6 почтальон: Т.Ананьева, Н.Васильева, С.Яковлева, А.Николаева, Т.Сергеева, Н.Ефремова. Кашни çулах вĕсемшĕн çырăнтару хĕрÿ вăхăт. Почтальонсем плана тултарассишĕн тăрăшаççĕ, килрен-киле çÿресе çынсемпе калаçаççĕ. Ял çыннисем ытларах хăнăхнă, йÿнĕрех изданисене çырăнасшăн, çĕннине çырăнтарассишĕн почтальонсен чылай ÿкĕтлеме тивет. Ялсенче ватă çынсем хаçат вулайми пулса пыраççĕ, кунта юлакан çамрăксем сахалланаççĕ. Çавна май хаçат тиражĕсем те чакаççĕ. Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем вара район хаçачĕн тиражне упраса хăварассишĕн, ăна ÿстерессишĕн тăрăшаççĕ. Почтальонсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме, çынсен шухăш-кăмăлне шута илсе хаçата интереслĕрех кăларма тăрăшаççĕ хаçат ĕçченĕсем. Çуллахи ĕç вăхăтĕнче хаçат-журнал çырăнтарасси уйрăмах йывăррăн иртет. Апла пулин те хаçатсăр пурăнайман çынсем пурах. Акă Пысăк Енккассинчи Николай Николаевич Гаврилов ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх. Кашни çулах укçине хĕрхенмесĕрех çичĕ тĕрлĕ издани çырăнса илет. Вĕсен шутĕнче - районти «Хĕрлĕ ялав», «Хыпар», «Хресчен сасси» тата ытти хаçатсем те. Акă иртнĕ çул «Хĕрлĕ ялав» хаçат ирттернĕ лотерейăна хутшăнса холодильник çĕнсе илнĕ Ивановсен çемйи ку хутĕнче те хаçата хапăлласах çырăнчĕ.
Районта пурăнакансем, «Хĕрлĕ ялав» хаçата çырăнмасăр ан юлăр! Сирĕнтен, подписчиксенчен, хаçат шăпи нумай килет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.