25 мая 2016 г.

Майăн 24-мĕшĕнче районти пур шкулсенчи 11 классенчен вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Районти шкулсенчи 9 классенчен - 230, 11 классенчен 119 ача вĕренсе тухрĕç. Пысăк Енккассинчи шкулта савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Шкул умне вĕрентекенсемпе шкул ачисем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем пухăнчĕç. Уяв ячĕпе вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, шкул директорĕ Г.Архипова, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин, спорт управленийĕн специалист-эксперчĕ Е.Николаева, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев саламларĕç. Райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов тĕрлĕ шайри олимпиадăсенчи, спорт ăмăртăвĕсенчи призерсене, вĕсене хатĕрленĕ вĕрентекенсене грамотăсем парса чысларĕ. Çак шкулти 11-мĕш класран вĕренсе тухакан 16 ачашăн юлашки шăнкăрав янăрарĕ, 31 ача 9 класс пĕтерчĕç. 11 класс ачисем вальс ташларĕç, юрăсем юрларĕç. Вĕсене пĕрремĕш вĕрентекенĕсем М.Васильевăпа М.Петрова такăр çул сунчĕç. Шкул пĕтерекенсен ашшĕ-амăшĕсем те шкул коллективне, класс ертÿçине А.Григорьевăна тав сăмахĕ каларĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.