АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн республика ăнăçлă аталаннине палăртнă

21 мая 2016 г.

Майăн 17-мĕшĕнче Мускав Кремлĕн Пысăк залĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев РФ Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă. Çĕршыв Президенчĕ В.Путин ертсе пынă мероприятире строительство комплексĕн аталанăвĕпе тата асăннă сферăн ĕçне лайăхлатассипе çыхăннă ыйтăвĕсене пăхса тухнă.

Патшалăх пуçлăхĕ строительство отраслĕ çĕршывăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн чи пĕлтерĕшлĕ стратеги направленийĕ пулнине палăртнă. Вăл Хула строительствин кодексне 10 çул каялла йышăннине, шăпах çак документ асăннă сферăри норма никĕсне йĕркене кĕртнине аса илтернĕ. Çак тапхăрта пурăнмалли çурт-йĕр хăпартас енĕпе пысăк кăтартусем тума май килнĕ. 2015 çулта 85 миллион тăваткал метр хута янă. В.Путин ку ыйтăва рынокăн шанчăклă механизмĕсемпе, çав шутра ипотека кредичĕпе те, усă курса татса пама май килнине асăннă.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев журналистсене Чăваш Енре 2006 çултанпа, «Пурăнмалли çурт-йĕр» наци проекчĕ пурнăçланма тытăннăранпа, çурт-йĕр тăвассине вăйлатма хушма мерăсем йышăннине пĕлтернĕ. Çĕршыври экономика лару-тăрăвĕ кăткăссине пăхмасăр республикăра строительство калăпăшĕсем пĕчĕкех маррине каланă. 
РФ строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ М.Мень ЧР Правительствин строительство комплексĕн аталанăвĕ енĕпе тăвакан ĕçне лайăх тесе хакланă. Пенза облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ И.Белозерцев Чăваш Республикипе çыхăнса ĕçлени çинчен каласа кăтартнă: «Эпир Чăваш Ене килсе унăн ертÿлĕхĕпе Правительствин ĕçĕн опытне нумай енĕпе тишкеретпĕр. Шупашкарти хăтлăх çÿллĕ шайра пулни пире килĕшет. Çурт-йĕр хута ярас енĕпе Пенза облаçĕ япăх мар ĕçлет пулин те эсир пĕлтĕр пирĕнтен иртсе кайрăр. Чăваш Республики паян ăнăçлă аталанать, çакă пире те савăнтарать».

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: /«Хыпар» хаcатран/.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика