21 мая 2016 г.
2016 çулхи майăн 16-мĕшĕнче Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Г.Федоров ĕç тăвакан влаçсенчи федераллă органсен территорисенчи руководителĕсемпе координаци канашлăвне ирттернĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М.Бабич канашлура пăхса тухнă ыйтусене пурне те асăрхасах тăрать.
Чăваш Енре ачасен çуллахи кану ыйтăвне хускатнă май чи малтанах Г.Федоров канма килекен ачасен канăвне хăрушсăрлăхпа тата пахалăхлă медицинăпа, ачасемпе ĕçлеме пысăк опытлă кадрсемпе тивĕçтерессине йĕркелемеллине палăртса каланă.
Кăçал 99 пин ытла ача ĕçпе кану лагерĕсенче хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетĕç, ку вăл пĕлтĕрхипе танлаштарсан 12 пин ытларах. Палăртнинчен çуррийĕ вара - йывăр условисене кĕрсе ÿкнĕ ачасем. Çак тĕллеве пурнăçлама пĕрлештернĕ бюджетран 441 млн тенкĕ, çав шутран федераци бюджетĕнчен 19,4 млн тенкĕ куçарма пăхнă.
«Ведомствăсем хушшинчи комисси членĕсем ку енĕпе ĕç-хĕл мĕнле пулса пынине асăрхасах тăраççĕ, хăйсене çирĕплетсе панă ачасен кану вырăнĕсене тухсах çÿреççĕ, вĕсене йĕркелес тĕлĕшпе, методика енчен пулăшса пыраççĕ. Республикăри кашни муниципаллă районпа хула округĕнче ачасен ĕçпе канăвне йĕркелессипе ведомствăсен хушшинчи комиссисене йĕркеленĕ.
Хальхи вăхăтра ачасен канăвне йĕркелессипе, педагогсемпе, медицина кадрĕсемпе тата кухня ĕçченĕсемпе туллин комплектласа çитерессипе ĕçсем пыраççĕ», - тесе пĕлтернĕ ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ С.Димитриев.
Хатĕрленÿ тапхăрĕнчи ĕçсене майăн 25-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин, Раççей МЧСĕн ЧР Тĕп управленийĕн, ЧР Роспотребнадзор Управленийĕн тата ШĔМ руководителĕсем халĕ йĕркелÿ тапхăрĕнчи ыйтусене палăртнă вăхăт тĕлне хатĕрлесе çитерессишĕн тăрăшаççĕ.
Çавăн пекех канашлăва хутшăннисем вăрмансенче тата пурăнакан вырăнсенче пушар тухас хăрушлăхран асăрханса профилактикăлла ĕçсем туса ирттермеллине асăннă. «Вăрмансене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе 2016 çулта пĕтĕмĕшпе 20,6 млн тенкĕ уйăрма пăхнă, çав шутран федераци бюджетĕнчен - 3,4 млн тенкĕ», - тесе палăртнă Федерацин
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Чaваш Республикинчи тeп инспекторe Г.Федоров.