АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйрăм кил хуçалăхĕсене - пулăшу

21 мая 2016 г.

Яллă вырăнсенче пурăнакансем уйрăм кил хуçалăхне аталантарассишĕн тăрăшаççĕ. Кун пек чухне вĕсене «Россельхозбанк» акционерсен обществи тĕрлĕ тĕслĕ кредитсем парса пулăшать. Кредит илес йĕркепе вулакансене ăнлантарса пама «Россельхозбанк» акционерсен обществин пирĕн районти хушма офисĕн управляющинчен А.МАКСИМОВАРАН ыйтрăмăр.

- Алевтина Вениаминовна, уйрăм кил хушма хуçалăхне /ЛПХ/ аталанма паракан кредита халăх ытларах кăмăллать, çакă мĕнпе çыхăннă-ши?

- Мĕншĕн тесен «Россельхозбанкăн» кредит условийĕсем халăха ытларах килĕшеççĕ. Банкран тĕрлĕ тĕслĕ кредитсем илме пулать. Тĕслĕхрен, потребитель, ипотека, уйрăм кил хушма хуçалăхне ?ЛПХ% аталантарма тата ытти те. Ытларах уйрăм кил хушма хуçалăхне аталантарма илес тесе тăрăшаççĕ. Кăçал паянхи кунччен районта пурăнакансем пĕтĕмпе 67 çăмăллăхлă кредита 12 млн та 738 пин тенкĕлĕх илнĕ. «Россельхозбанк» кредитне илсе, патшалăх пулăшăвĕпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме вите-сарай тунă, ĕнесем, вăкăрсем, сурăхсем туяннă тата ытти те. Аталану çулне суйласа илнисем малашне те хăйсен ĕç-хĕлне сÿнме памаççĕ, тесе шанас килет.

- Уйрăм кил хушма хуçалăха аталантармалли çăмăллăхлă кредита камсем илме пултараççĕ-ха?

- Патшалăхăн çак пулăшăвĕпе усă курас текенсен хăйсен килти хушма хуçалăхĕ пулмалла. Çăмăллатнă кредитпа выльăх-чĕрлĕх тата ăна усрама кирлĕ оборудовани, ялхуçалăх продукцине тирпейлемелли хатĕрсене туянма, выльăх-чĕрлĕх тытмалли вите-сарай тума тата юсама, вĕсенче реконструкци ĕçĕсем пурнăçлама усă курма юрать. Ĕçлес текене патшалăх пур енлĕн те пулăшма тăрăшни куç умĕнче, мĕншĕн тесен кредитшăн тÿлемелли процент ставкине бюджетран каялла тавăрса параççĕ.

- Кредит илес текенсем валли хальхи вăхăтра мĕнлерех çĕнĕлĕхсем пур?

- Патшалăх кредит илес текенсемшĕн кашни çулах процент ставкине чакарса пырать. Кăçал та майăн 4-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 31-мĕшĕччен çăмăллăхлă кредита 14,9 - 16,5 процентпа илме пултараççĕ. Çакна мĕнлерех ăнланмалла-ха, тейĕ вулакан/ Енчен те гражданин «Россельхозбанкăн» «шанчăклă» клиенчĕ пулсан пĕр çулталăка 14,9 процентпа, пĕр çулталăкран пуçласа çулталăк çурă таран 15,5 процентран кая мар, ыттисене вара 5 çул таран 16,5 процентпа параççĕ. Вĕсенчен 11 процентне патшалăх субсидилет.

- Кредита ăçта илме пулать?

- Хамăр районта пурăнакансен Вăрмар поселокĕнче Ленин урамĕнчи 10-мĕш çуртра вырнаçнă «Россельхозбанкăн» хушма офисне килсе илме пулать. Унта сире пур енĕпе те пулăшу кÿреççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 ?83544% 2-34-90, 2-10-33.

 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА калаcнa.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика