АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н.Малов: «Кашни сасă пĕлтерĕшлĕ, çакă тĕрĕс çул-йĕр суйлама пулăшать»

21 мая 2016 г.

Н.Малов: «Кашни сасă пĕлтерĕшлĕ, çакă тĕрĕс çул-йĕр суйлама пулăшать»

«Единая Россия» партин регионти йĕркелÿ комитетĕнче умĕнхи сасăлава ирттерессипе пресс-конференци иртнĕ. Унта асăннă парти представителĕсем сасăлав мĕнле майпа тата вăл суйлавран мĕнпе уйрăлса тăни çинчен каланă. 

2016 çулхи майăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйланакан кандидатсен малтанхи сасăлавĕн пĕрлехи кунĕ иртет. Çак кун 236 сасăлав участокĕ ĕçлĕ, çĕршывĕпе вара пĕтĕмпе - 19 пин. Малтанхи сасăлав ирхине 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен пырĕ. 
Чăваш Ен суйлавçисен çавăн пек кандидатсене суйламалла пулать, хăшĕсем вĕсенчен кайран «Единая Россия» партинчен суйланса çĕршыври тата республикăри саккун кăларакан влаç органĕсенче ĕçлĕç.
Уçă та демократиллĕ çул-йĕр суйласа илсе кандидатсемпе малтанхи сасăлав ирттерекен пĕртен-пĕр «Единая Россия» политика парти пулнине палăртмалла. «Единая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕн руководителĕ Н.Малов каланă тăрăх, саккун кăларакан влаç органĕсене суйланма тăратнă кандидатсем суйлавçăсен сасăлавне шанаççĕ, парти те вĕсен тĕревне кĕтет. 
Шутлав участокĕнче кашни суйлавçăна виçĕ бюллетень парĕç: пĕрремĕшĕ - РФ Патшалăх Думин кандидачĕшĕн пĕр мандатлă округпа, иккĕмĕшĕ - парти списокĕпе РФ Патшалăх Думине сасăламалли. Виççĕмĕшĕ вара - ЧР Патшалăх Канашĕн кандидачĕсемшĕн харăсах пĕр мандатлă округпа тата парти списокĕпе сасăламалли. Сасăлава, паллах, паспортпа пымалла ?сентябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне 18 çул тултаракан çамрăксем малтанхи сасăлава хутшăнма пултараççĕ/. Малтанхи сасăлав суйлавран пĕр палăрăмлă самантпа уйрăлса тăрать: сасăлав бюллетенĕсенче кăмăла каякан тата шанакан темиçе кандидата та паллă тума юрать. Çапах та ЧР Патшалăх Канашĕн кандидачĕсене сасăламалли бюллетеньре сахалтан та икĕ кандидатран кая мар паллă тумалла: пĕр мандатлă округпа тата парти списокĕпе. 
Тепĕр уйрăмлăх - шутлав участокĕсем те яланхи суйлав участокĕсенчех вырнаçĕç, анчах та вĕсен хисепĕ сахалрах пулĕ. Малтанхи сасăлавăн йĕркелÿ комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх, çакă суйлавçăсене йывăрлăх кÿмелле мар. 
Пĕрремĕшĕнчен, участоксен адресĕсене партин регионти уйрăмĕн chuvash.er.ru сайтĕнче «Малтанхи сасăлав» уйрăмра вырнаçтарнă. Иккĕмĕшĕнчен, кашни суйлавçă шутлав участокне пымалли уйрăм йыхрав илĕ. Хула вырăнĕсенче малтанхи сасăлав ăçта тата хăçан иртесси пирки нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсен умĕнчи информаци стенчĕсем çинче вуласа пĕлме пулать. Малтанхи сасăлава хутшăнман суйлав участокĕсенче çывăхри шутлав участокĕн адресне пĕлтерсе çырса хурĕç. Кунсăр пуçне, малтанхи сасăлавăн «хĕрÿ линийĕ» ĕçлет, кунтан та суйлавçăсем пĕтĕм информацие туллин илме пултараççĕ. 
Малтанхи сасăлавăн пĕрлехи кунĕ умĕн агитаци тапхăрĕ пулса иртнине хушса каламалла. Çак вăхăтра кандидатсем дебатсене хутшăннă суйлавçăсемпе тата ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă. Н.Малов каланă тăрăх, РФ Президенчĕн В.Путинăн малтанхи сасăлав «Единая Россия» партие халăх патне уççăнрах тата çывăхрах пулма пулăшни çинчен калакан тезисне тепĕр хут çирĕплетрĕ. Малтанхи сасăлава хатĕрленни республикăра пурăнакансен умĕнче тухса тăракан ыйтăвĕсене тарăнрах пĕлме, çивĕч ыйтăвĕсене хăвăртрах татса пама май парать. Çавăн пекех вăл ЧР пурăнакансем малтанхи сасăлава активлă хутшăнни «Единая Россия» партишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Эпир хамăр суйлавçăсенчен пулăшу тата канаш ыйтатпăр. Конкретлă кандидатсемшĕн панă сасăсем пирĕн партие малашнехи РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕсене хутшăнма тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме пулăшасса шантаратпăр», - тенĕ Н.Малов.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика