АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулта вĕреннĕ çулсем - чи телейлĕ, савăнăçлă самантсем

21 мая 2016 г.

Çав вăхăтри туслăхпа юлташлăх туйăмĕ те ĕмĕр тăршшĕпех çухалмасть. Ахальтен мар ĕнтĕ кашни пилĕк çул хыççăн, миçе çулхине пăхмасăрах, пĕрле вĕреннĕ хĕрсемпе каччăсем тĕл пулу каçĕсем йĕркелеççĕ.

Шкул çулĕсенчи юлташсемпе тĕл пулни, ачалăх çулĕсене ăшшăн аса илсе калаçни темиçе çул пурăнмалăх вăй-хал хушать. Иртнĕ тĕлпулу аса илĕвĕсем сĕвĕрĕлсе çитнĕ çĕре тепĕр тĕлпулу та çитсе тăрать. Акă кăçал 1966 çулта çуралнисем хăйсем тĕнчере çур ĕмĕр пурăннине паллă тума пуçларĕç. Вĕсем 1983 çулта вăтам шкултан вĕренсе тухрĕç. 
700-800 ача вĕреннĕ çулсем те пулнă Мăнçырмари вăтам шкулта. Çĕнĕ Вĕренер, Эçпепе, Кивĕ Шулхан ачисем те вăтам шкула пирĕн патĕнче вĕренсе пĕтернĕ. Кăçал çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тăвакан хĕрсемпе каччăсем 10 «А» тата 10 «Б» классенче вĕренсе пурĕ утмăл иккĕн алла аттестат илнĕ. Икĕ класс ачисем питĕ туслăччĕ, уйрăммăн ниçта та кайман, нимĕнле мероприяти те ирттермен. Çĕр выртмалла кайнă походсем, экскурсисем, спектакльсемпе концертсем, Хусан циркĕ, танк училищи... Пурте, пурте паянхи пек куç умĕнче. Арçын ачасемпе хĕрачасем мĕнле туслăччĕ тата! Вĕсен туслăхĕ юратăва куçса пĕр класри ачасем çемье чăмăртанă.
10 «А» класс ертÿçи пулнă май манăн çак класри ачасем çинчен уйрăммăн пĕр-икĕ сăмах асăнса хăварас килет. 14 хĕрачапа 16 арçын ачаччĕ вĕсем, пĕринчен тепри сăпайлă, маттур, пултаруллă, тăрăшса вĕренетчĕç. Класра веçех «5» тата «4», «5» паллăсемпе çеç вĕренсе пыракансем çур класс ытла пулнă. Çĕнĕ Вĕренер ялне ашшĕ-амăшĕсен пухăвне ирттерме час-часах каяттăмăр, вĕрентекенсен вăйĕпе сахал мар концерт кăтартнă пуху хыççăн. Питĕ тарават, ăшă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатса яратчĕç ашшĕ-амăшĕсем. 
Вăтанчăкрах тытакан хĕрсемпе каччăсем те пурччĕ, халĕ вара вĕсем çине пăхсан ун пек калаймăн. Чÿрече енче ларакан çĕмĕрт пек хура куçлă Альбина Никитина, вăтанчăкрах юлташĕ Люда Васильева, юрă шăрантаракан Тоня Семенова - Кивĕ Шулхан хĕрĕсем. Коля Алексеев, Галя Архипова, Юрий Викторов, Коля Иванов, Саша Изосимов, Галя Петрова, Валерий Платонов - Çĕнĕ Вĕренер ялĕнчен çÿретчĕç. Света Александровăпа Лена Белова Хусанта пĕлĕве малалла тăсса халĕ аптекăра ĕçлеççĕ, Розалина Константинова - шăл тухтăрĕ, Люда Антонова Мускавра, Аля Гурьева Санкт-Петербургра кун кунлаççĕ. Люда Григорьева, Галя Ефимова - Шупашкарта. Галя Ивановăпа Римма Петрова урăх республикăсене çитсе тухнă, Коля Тимофеевпа Юрий Никоноров çĕршывăн тĕп хулинче, Олег Петровпа Коля Яковлев - уйрăлми туссемччĕ. Ăсату каçĕнчен ыттисенчен маларах киле каякан Юрий Ахвандеровпа паралельлĕ класри Люда Васильева çырма урлă каçса сăртран улăхса кайни ĕмĕрлĕх палăк пек куç умне ÿкерĕнсе юлнă. Михаил Кузнецов... Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ. Валерий Иванов, Саша Матвеев, Владимир Николаев тăван тăрăхра тĕпленнĕ. Сергей Андреев, хыçалти парта хушшинче лараканскер, ура çине тăрса урока кăштах маларах вĕçлеме ыйтни те хальхи пекех куç умĕнче. Çурхи уяв ячĕпе саламлама хатĕрленнĕ иккен класри хĕрсемпе каччăсем...
Шутлатăн та, эсир шкулпа сывпуллашнăранпа 33 çул иртнĕ, 33 çул каялла ?е ытларах та/ пулса иртнĕ хăш-пĕр ĕçсем 33 кун каялла çеç пулса иртнĕ пек туйăнаççĕ. Нумайăшĕ асатте-асанне, кукаçи-кукамай ятне те илтĕр ĕнтĕ. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çапла кирлĕ те, анчах та пĕр тумхахсăр та сулăнкăсăр çулпа юратса та килĕштерсе çеç ирттĕрччĕ вăл пурнăç, çĕр çинчи кĕске те хăналăх вăхăт.


Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ИЛЛАРИОНОВА. Мaнcырма шкулe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика