АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар инкекĕ ан пултăр тесен

21 мая 2016 г.

Шăрăх кунсем пуçланнăçемĕн çутçанталăк çынсене уçă сывлăша йыхравлать. Вĕсем  вăрмансенче кăвайт чĕртсе  шашлăк пĕçереççĕ тата ытти те. Çакă пушар тухас хăрушлăха çав тери ÿстерет. 

Пушар тухасран сыхланас тата инкекрен асăрхаттарас тĕллевпе 2015 çулхи ноябрь уйăхĕнче 1213 номерлĕ Правительство йышăнăвĕпе Раççей Федерацийĕн пушара хирĕç кĕрешмелли Правилăн режимне улшăнусем кĕртнĕ. Асăннă постановленипе килĕшÿллĕн кăвайтсем чĕртме, коммуналлă хытă каяшсене, çÿп-çап, çĕр лаптăкĕсем çинче, вăрмансем, ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çывăхĕнче типĕ курăка çунтарма юрамасть. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем çывăхĕнче тата автомашина, чукун çул хĕррисенче кăвайт чĕртме пачах та юрамасть.
Асăннă йĕркесене пăхăнманнисене РФ административлă Кодексăн 20.4-мĕш статйипе явап тыттараççĕ. Граждансене 1000 - 1500 тенкĕ, вырăнта ĕçлекенсене 6000 - 15000, юридици сăпатĕнчисене 150000 тенкĕрен пуçласа 200000 тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ. Пушар тухаслăх ытла та хăрушă вăхăтра пушара хирĕç кĕрешес йĕркене пăссан граждансем çине 2000 - 4000 тенкĕ, вырăнта ĕçлкенсене 15000 - 30000, юридици сăпатĕнчисене 400000 - 500000 тенкĕ таран административлă штрафсем хураççĕ. Инкексем ытларах çынсем вăрманта асăрханусăр пулнипе килсе тухаççĕ. Енчен те эсир вăрманта пушар тухнине курсан 8-800-100-94-00 номерпе шăнкăравлăр. Эсир шăнкăрава вăрман хуçалăхĕн регионти диспетчер служби йышăнать те тÿрех вăрманти пушара сÿнтерекен службăн ĕçченĕсене пĕлтерет. Вĕсем çийĕнчех кирлĕ мерăсем йышăнаççĕ. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Д.ГРИГОРЬЕВ, районти надзорпа профилактика eceсене пурнacлакан уйрaм начальникe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика