АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 50 çул - паллă çул

21 мая 2016 г.

50 çул - паллă çул

Кашни çын вăхăчĕ çитсен хăйĕн валли мăшăр шырать. Шăпах 50 çул каялла тупнă пĕр-пĕрне Чулкасри Нина Антоновнăпа Петр Иванович Ивановсем тата Урнар ялĕнчи Анастасия Федоровнăпа Геннадий Васильевич Руссковсем. Кăçал вĕсем ылтăн туй паллă тăваççĕ. Çак ятпа вĕсене районти ЗАГСра чысларĕç.

Нинăпа Петĕр 1966 çулхи май уйăхĕн 22-мĕшĕнче пĕрлешнĕ. Вĕсем туй туман, çапах та пĕрлешнине паллă тунă. 1967 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче вĕсен çемйинче Марина, 1971 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче Виктор, 1973 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче Надежда, 1979 çулта Елена, 1981 çулта Ольга çуралаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн тĕп тĕллевĕ - ачасене вĕрентсе ÿстересси, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларасси. Çак тивĕçе чăннипех те пурнăçланă пирĕн юбилярсем: 5 ача çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă, халĕ мăнуксене çитĕнтерме пулăшаççĕ.

Урнар ялĕнчи Анастасия Федоровнăпа Геннадий Васильевич Руссковсем 1966 çулта пĕрлешсе çемье çавăрнă. Часах вĕсен Владимир ывăл кун çути курать. Вăл ашшĕн мухтавĕ, икĕ аслă пĕлÿллĕ. 1969 çулта иккĕмĕш ывăлĕ Анатолий çуралать. Вăл Чăваш Патшалăх ялхуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă. Руссковсен виççĕмĕш тĕпренчĕкĕ хĕр пулать. Галина ятлăскер, Руссковсен туслă çемйин савăнăçĕ. Вăл Шупашкарта коопераци институтĕнче преподавательте ĕçлет. Ĕçчен çемьере ăслă-тăнлă ачасем çитĕннĕ. Анастасия Федоровна 40 çул ялти шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ, Геннадий Васильевич тăван хуçалăхра бригадирта, агрономра, хуçалăх директорĕн пулăшуçинче вăй хунă.

Пĕтĕм Тĕнчери çемье кунĕ тата ылтăн туй ячĕпе юбилярсене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов саламланă. «Çемьере пĕччен телейлĕ пулма май килмест, мăшăра, ачасене телей парнелемесĕр хăв та телейлĕ пулаймăн. Сире телей, ăнлану, юрату сунатăп», - тенĕ Александр Иванович юбилярсене. Çавăн пекех салам сăмахĕсемпе Чулкас, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Л.Ивановпа А.Васильев, тăванĕсемпе çывăх çыннисем, ачисем тухса калаçнă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Райадминистрацин сайтeнчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика