АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ музей йĕркеленет

21 мая 2016 г.

Çĕнĕ музей йĕркеленет

Пысăк Енккасси чăнахах та пысăк ял. Аслă урампа пырса кĕрсенех илемлĕ кермен - пĕлÿ çурчĕ курăнать. Кунта пурăнакансен çурчĕсем те капмар, хăшĕ-пĕрисене тĕрлĕ эрешсемпе хитрелетнĕ, чăх-чĕп вĕçсе каçайми хапхасем ăсталанă. Йывăç нумай. Çурт умĕнчи пахчасенче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ÿсеççĕ.

Ял кун-çулĕ пуян. Вăл историллĕ аталанура тем те курнă, тем те тÿснĕ. Çĕршывра мĕн пулса иртни Пысăк Енккассисенчен çаврăнса иртмен. Çыннисен ăраскалĕ ĕçри хастарлăхпа, хĕсметри тата вăрçăсенчи паттăрлăхпа тачă çыхăннă. Малашлăх иртнине манманнинче, теççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ ялти культура çурчĕн ертÿçи, Чăваш Республикин Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Гаврилов музей йĕркелес шухăшпа канăçне çухатнă. Анчах та мĕнрен пуçăнас/ Ял çыннисем пулăшĕç-ши/ Иккĕленни тÿрре тухман. Аслă çултисем те, çамрăккисем те историшĕн пĕлтерĕшлĕ япаласем парнелеме пуçланă. Юрать-ха, вĕсене пĕр çĕре пухса упрама культура çуртĕнчех пысăк пÿлĕм пурри ĕçе ансатлатнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ те ырă пуçарăва ырланă. Çак пÿлĕмрех музей экспозицине йĕркелеме сĕннĕ. Тăрăшни харама кайман. Çак кунсенче Н.Гаврилов тата ялăн ытти маттурĕсем тăрăшнипе истори управçине ăслăлăх енĕпе те, илемлĕх тĕлĕшпе те пуçламăш сăн-сăпат кĕртнĕ. Музейри япаласене темăсем тăрăх вырнаçтарса тухнă: этнографи, шкул историйĕ, паллă ентешсен кун-çулĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерĕве туптанă ял-йыш, салтак хĕсметĕнче пулнисем, ХХ ĕмĕрте усă курнă тĕрлĕ япала... Паллах, ĕçе пĕтĕмпех вĕçленĕ теме çук-ха, тăрăшмалли чылаях.

- Пуçламăшĕ пур, çак ырă пуçарăва йĕркелесе çитерме тăрăшăпăр. Укçи-тенки те кăштах кирлĕ пулĕ, ал вăйĕпе те пулăшма тăрăшăпăр, - пĕлтерет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев.

Хăш-пĕр экспонатсемпе район музейĕ те тивĕçтерме шантарнă иккен. Унăн ертÿçи палăртнă тăрăх, таврапĕлÿçĕсем çак пархатарлă ĕçрен нихăçан та пăрăнса юлман, вĕсем те историшĕн паха япаласем парнелеме хатĕррине пĕлтернĕ.

- Пирĕн районта шкулсенче лайăх йĕркеленĕ истори управçисем пур, вĕсене пултаруллă вĕрентекенсем ертсе пыраççĕ, хăш-пĕр ялсенче те музейсем шутланса тăраççĕ, шел, хальхи вăхăтра вĕсенчи ĕç-пуçа йĕркелесе пыма ?тÿлевсĕрех!% патриотсем тупăнмаççĕ, çавăнпа ĕнтĕ вĕсен алăкĕсене çăра хураллать тесен тĕрĕсех пулĕ. Пысăк Енккассинче çĕнĕ музей хатĕрлеме пуçлани лайăх пулăм. Кунта малашне ял çыннисене кĕрсе курма та интереслĕ пулĕ, килен хăнасене кăтартма та кăмăллă, шкул ачисемпе уроксем ирттерме пулать, - тет В.Цыфаркин.

Эпир те, редакцире ĕçлекенсем, хамăрăн хастар автора Н.Гаврилова хăйĕн пуçарăвне вĕçне çитерме вăй-хал сунатпăр. Ял çыннисен кăмăл-туйăмĕ те çĕкленÿллĕрех пулĕ.

 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.Михайлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика