АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăмла — тупăшлă культура

18 мая 2016 г.

Хăмла — тупăшлă культура

Кĕтеснер ялĕ мĕн авалтанпах ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. Маларахри çулсенче Мичурин ячĕллĕ колхозра  ĕне выльăх усранисĕр пуçне сад пахчинче улма-çырла  тухăçлă пулнă, пылне те фляги-флягипе туса илнĕ, хăмла кашланă.

Пĕр вăхăт шăплăх хуçаланнă хыççăн «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество тепĕр хут хăмла ĕрчетсе ярса ялта пурăнакансем валли ĕç вырăнĕ те йĕркеленĕ, ĕлĕкхи йăлана тытса пырса тухăçлă хăмла туса илме тытăнчĕç. Хальхи вăхăтра хăмла плантацийĕ ешерни чуна савăнтарать. Паянхи куна кунта тухăç паракан 4 гектар хăмла çитĕнет, çав шутран 2 гектар çинчи тĕп тымарсене каснă, тепĕр 2 гектар çинче шпалер карнă. Унсăр пуçне тепĕр 4 гектар çинче çамрăк хунавсем çитĕнеççĕ. Ку ĕçре Р.Александрова, Т.Андреева, В.Григорьева, Е.Григорьева, Ю.Константинов, Е.Константинова, Р.Пегей, О.Семенова, Л.Германова вăй хураççĕ. Вĕсен ĕçне Е.Григорьева бригадир пĕлсе йĕркелесе пырать. 
«Мĕн ĕçлемелли куç умĕнче, чи кирли - агротехникăна пăхăнса пырса пурне те вăхăтра туса ĕлкĕрмелле кăна. Маларах туса илнĕ культурăна аталантарма тытăннишĕн эпир чунтанах савăнатпăр. Пирĕн ялта колхозра кăна мар, кашни килте тенĕ пек хăмла çитĕнтерсе патшалăха сутса укçаллă пулнă. Хамăр республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев та «симĕс ылтăна» ĕрчетме тĕв тытни пире ĕçре татах та хавхалантарса ячĕ. Апла пулсан хăмла татах та ши! кайĕ», - теççĕ хăмлаçăсем. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика