АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни сасă пĕлтерĕшлĕ

18 мая 2016 г.

«Единая Россия» партин суйлав умĕнхи сасăлавне каяс текенсен мĕн пĕлмелле; Мĕнле сасăламалла; Шăпах çак ыйтусем тавра калаçрĕç партин регионри  йĕркелÿ комитетĕнче.

Унта малтанхи сасăлав кандидачĕсем - регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов, Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ Николай Владимиров - хутшăнчĕç. Мероприятие уçнă май Николай Малов малтанхи сасăлав майăн 22-мĕшĕнче иртессине аса илтерчĕ, унта кăмăл пуррисем пурте, çав шутра сентябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне 18 çул тултаракансем те, хутшăнма пултарнине палăртрĕ. Вĕсен, паллах, хăйсемпе пĕрле паспорт пулмалла. Кашнинех виçĕ тĕрлĕ бюллетень парĕç; пĕрремĕшĕ - Патшалăх Думин кандидачĕшĕн пĕр мандатлă округпа, иккĕмĕшĕ - парти списокĕпе сасăламалли. Виççĕмĕшĕ вара - ЧР Патшалăх Канашĕн кандидачĕсемшĕн пĕр мандатлă округпа тата парти списокĕпе сасăламалли. Малтанхи икĕ бюллетеньре килĕшекен темиçе кандидат ят-хушамачĕ тĕлне те паллă лартма юрать, анчах пĕрререн кая мар. Икĕ-виçĕ кандидата та шанатăр-и - тархасшăн. Виççĕмĕш бюллетеньре вара икĕ паллăран кая мар лартмалла: пĕр мандатлă округпа тата парти списокĕпе суйланакан кандидатсемшĕн. Чăваш Енре çав кун 236 шутлав участокĕ /суйлав участокĕсен пĕтĕмĕшле йышĕн 20 проценчĕ/ ĕçлĕ, вĕсене ирхине 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен кайма юрать. Çын хăйĕн хăш шутлав участокне каймаллине партин регион уйрăмĕн сайтĕнче ?chuvash. er.ru/ «Малтанхи сасăлав» уйрăмра пĕлме пултарать. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.КЛЕМЕНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика