18 мая 2016 г.
Кăçалхи майăн 22-мĕшĕнче «Единая Россия» политика партийĕ РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйланакан кандидатсен малтанхи сасăлавĕн пĕрлехи кунне ирттерет.
2016 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче Раççей тата Чăваш парламенчĕсен депутачĕсене суйламалли пĕрлехи кунĕ пулать.
Халăхпа иртекен малтанхи сасăлавра «Единая Россия» политика партийĕн тивĕçлĕ представителĕсене палăртĕç. Халăх хăй ĕненекен, ытларах шанакан, çынсемшĕн, республикăшăн тата çĕршывшăн яваплăх туйма пултаракан тивĕçлĕ кандидатсене сентябрь уйăхĕнче суйлать.
Канашри пĕр мандатлă 37-мĕш суйлав округĕпе, унта пирĕн район та кĕрет, РФ Патшалăх Думин кандидачĕ пулма ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» политика партин Чăваш Енри уйрăмĕн руководителĕ Н.Малов регистрациленнĕ.
Эпир Николай Владимировича чăн-чăн профессионал, опытлă хозяйственник, талантлă ертÿçĕ пек пĕлетпĕр. Патшалăх Канашĕн виçĕ созывĕсенчи саккун кăларассипе çыхăннă ĕçри пысăк опычĕ, Чăваш Республикин социаллă-экономикăллă аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса парассине тÿрремĕнех хутшăнасси, ентешсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлесси - Николай Маловăн професси тĕлĕшĕнчи тата депутатсен ĕçĕнчи уйрăмлăхĕсем. Вăл ĕççынни, Раççейĕн, Чăваш Енĕн чăн-чăн патриочĕ.
Пурне те сире майăн 22-мĕшĕнче шутлав участокне килсе, суйлав умĕнхи сасăлава хутшăнса Николай Маловшăн сасăлама чĕнетпĕр. Çирĕплетсе калатпăр, 2016 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче Канаш округĕпе «Единая Россия» партинчен Патшалăх Думине суйланма тăратнă кандидатсенчен Н.Малов чи тивĕçли.
Эпир - Николай Маловшăн!
Хисеплесе Сергей Николаевич Антонов, Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул; Сергей Витальевич Архипов, Ачасемпе çамрăксен А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕ; Светлана Николаевна Белоусова, «Светлана» тулли мар яваплă общество директорĕ; Герман Станиславович Боредский, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ; Марина Васильевна Иванченко, 5-мĕш номерлĕ «Родничок» ача сачĕн заведующийĕ; Елена Ильинична Николаева, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен тата спорт управленийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ; Светлана Валерияновна Скворцова, Кĕтеснер ял библиотекин заведующийĕ; Сергей Николаевич Харитонов, районти потребкоопераци общество Канашĕн председателĕ; Геннадий Николаевич Ямуков, «Ямуков Г.Н.» хресчен ?фермер/ хуçалăх пуçлăхĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"