18 мая 2016 г.

Шупашкарта «Единая Россия» партин малтанхи сасăлава хутшăнакансен дебачĕсем малалла пыраççĕ. Юлашки тĕл пулăвăн теми пĕтĕмĕшле вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика аталанăвĕ пирки пулчĕ.
Дебатсене хутшăнакан Шупашкар хула Пухăвĕн икĕ Созывĕсенчи депутачĕ Н.Владимиров пирĕн хаçата каласа панă тăрăх, калаçу темине ахаль суйламан. Сывлăх сыхлавĕпе вĕрентÿ, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассипе çыхăннă ыйтусене чи малтанах федераципе регионсем шайĕнче сÿтсе явмалла. - Юлашки 5 çулта эпир Чăваш Енре ачасене ача сачĕсемпе тивĕçтерессипе курăмлă ÿсĕмсем турăмăр. Вуншар çĕнĕ учреждени хăпарса ларчĕ. Çак ыйтăва малашне те тимлĕхсĕр хăвармалла мар. Шупашкарта ку енĕпе лару-тăру çивĕчленме пултарать. Çавăнпа та ача сачĕсем хăпартас, вĕсене реконструкцилес ĕçе малалла тăсмалла, депутатсен тивĕçĕ çак процеса контрольлесе тăрасси, _ палăртнă Н.Владимиров.
Калаçу вăхăтĕнче шкулти вĕрентÿ пахалăхне ÿстерес ыйтусене те сÿтсе явнă. Чăваш Ен çĕнĕ шкулсем хăпартма федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă регионсен шутне кĕнĕ. Ку вăл регионти влаçсемпе «Единая Россия» партин çитĕнĕвĕ. Вĕрентÿ пахалăхĕ те пысăк вырăн йышăнать. Шкултан вĕренсе тухакансен хăйсем мĕн пултарнине, малалла хăш енĕпе вĕренме кайсан лайăхрах пулассине уççăн ăнланмалла. - Çак тĕлĕшпе шкулсемпе колледжсем, аслă вĕрентÿ заведенийĕсем промышленноç предприятийĕсемпе çыхăну тытса тăрсан тĕрĕс пулĕ тесе шутлатăп. Шкул ачисен ĕç рынокĕнче хăш профессисемпе специальноçсем ытларах кирлине малтанах ăнкарса илмелле, çак тĕллевпе вĕренÿ çулĕсенчех предприятисемпе çыхăну тытмалла, - пĕлтерет хăйĕн шухăшне Н.Владимиров.
Социаллă политикăна илес пулсан Н.Владимиров республика бюджечĕ ытларах социаллă енлĕ пулнине палăртать. Пĕтĕмĕшле илсен бюджетăн 70 проценчĕпе вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика сферисенче усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн тÿлемелли регион шайĕнчи субсидисем. Çак тĕллевпе кăçал 246,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку вăл пĕлтĕрхинчен 15 процент ытларах. - Пирĕн, республика депутачĕсен, тĕллевĕ вара граждансене çак пулăшупа усă курма майсем туса парасси.
Аса илтеретпĕр, РФ Патшалăх Думин тата Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйланакан кандидатсен суйлав умĕнхи сасăлавĕ 2016 çулхи майăн 22-мĕшĕнче иртет.
Источник: "Урмарская районная газета"