АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Аршинова: «Çынсене усă кÿрес!»

18 мая 2016 г.

А.Аршинова: «Çынсене усă кÿрес!»

Кам вăл Алена Аршинова? Ку ыйту чăваш суйлавçисемшĕн актуаллă мар ĕнтĕ. Çĕршыври тĕп саккунсене хатĕрлекен Чăваш Енри представителĕ Алена Игоревна Аршинова депутат пулса ĕçленĕ вăхăтри унăн пахалăхлă енĕсене тивĕçлипех хаклама пултарнă республикăра пурăнакансем. 

А.Аршинова «Ачасене - ача сачĕсем» федераллă парти проектне ертсе пырать, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕрентÿ комитечĕ çумĕнчи шкулчченхи вĕрентĕвĕн Эксперт канашĕн ĕçĕ-хĕлне йĕркелет, çавăн пекех студентсене пулăшать, вĕрентекенсен çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явма тăрăшать. 
Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, Патшалăх Думин хăш-пĕр депутачĕсем хăйсен тивĕçĕсене пур яваплăха туйса пурнăçламанни те пулать. Хăшĕ-пĕри лару залне те çитме васкамасть. Çакăн евĕр «лăпкă пурнăç» А.Аршиновăшăн вара ют: «Çакă мĕншĕн сире кирлĕ;» - тесе манран нумайăшĕ ыйтаççĕ. Ку ĕçре пысăк хăвăртлăх кирлĕ тата вăл талăкĕпех пыракан ĕç. Эпĕ кун пек тахçантанпах пурăнатăп, манăн çынсене усă кÿрес килет». 
Ĕç тухăçлăхĕ те куç умĕнче. Акă Чăваш Енри ача сачĕсене çĕнĕрен хăпартма тата вĕсене çĕнетме федераллă бюджетран 1,6 млн тенкĕ чухлĕ уйăрма май килтернĕ А.Аршинова. Çак укçа-тенкĕпех çĕнĕ 33 ача садне хута янă.12 пин ытла чăваш ачи ача сачĕсене çÿрет, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене те халĕ чылай çăмăлрах. 
Сăмах май, 2013 çулта ача сачĕсене çĕнĕрен хăпартма тата вĕсене çĕнетме уйăрнă субсидин виçине улшăнусем кĕртессине А.Аршинова пуçарнă. Методики чăн та тĕрĕс пулнă, Чăваш Ен малтан палăртнинчен пысăкрах субсиди илме пултарнă. Сăмахран, 2013 çулта пирĕн республикăн малтан палăртнă тăрăх 480 млн тенкĕ илмелле пулнă пулсан, халĕ вара 614 млн тенкĕ илнĕ. 
«Хăш-пĕр регионсенче ача садне çÿретнишĕн тÿлев виçи ÿснине тĕл пултăмăр. Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитет шайĕнче эпир тÿлев виçин методикине уççăн палăртрăмăр. Халĕ ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕ апат çиессипе хуçалăх нушисен расхучĕсене саплаштарассипе çыхăннă. Ача сачĕсене те кÿрентерес темерĕмĕр - халĕ вĕсем тупăш çине хуракан налук пайĕн процент ставки нульпе танлашать. Кунсăр пуçне, РФ Налук кодексĕнче ашшĕ-амăшĕн тÿлевĕ НДСсăр пулмалли пирки улшăнусене кĕртнĕ. Ача сачĕсем Раççей çемйисемшĕн уçă пулччăр», - тесе палăртнă А.Аршинова. 
А.Аршинова ача сачĕсемпе кăна лăпланса лармасть. Студентсен пурăнмалли общежитийĕ пирки те шухăшлать, унти ÿссе пыракан хаксемпе те вăл ăнăçлăн кĕрешет. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕрентÿ Комитечĕн председателĕн заместителĕн А.Аршинован сÿтсе явмалли ыйтусем çав тери нумай. 
Ялти шкулсенчи спорт залсене юсас тата çĕнетес тĕлĕшпе федераллă программăна Чăваш Ен виçĕ хутчен кĕме пултартăр тесе А.Аршинова мĕн пултарнине пĕтĕмпех турĕ. Çавна май республикăра 72 шкулсенчи спорт залĕсене юсанă, çулталăк вĕçнелле тепĕр 24-шне юсĕç.
Çавăн пекех А.Аршинова Чăваш Енрен депутат пулнă май хирĕç тăрусенче пулнă ветерансен, тăлăх ачасен тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă ачасен аслă вĕрентÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ чухнехи çăмăллăхĕсене сыхласа хăварма пултарнă. «Тăлăхсем пирки каласан, сăлтавĕ пурне те паллă ĕнтĕ, тата, эпĕ шутланă тăрăх, патшалăх интересĕсене хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен те аслă пĕлĕве çăмăллатнă майпа илме пултармалла», - тесе палăртнă депутат. 
Ача сачĕсене çĕнетес енĕпе ĕçлекен программăпа пĕрлех шкулсене çĕнĕрен тăвас тата вĕсене çĕнетес программа вăя кĕчĕ. Çапла вара укçа-тенкĕпе туллин те тĕллевлĕн усă курассине сăнаса тăмалла. «Единая Россия» парти пуçарса янă программăна РФ премьер-министрĕ Д.Медведев ырланă. Чăваш Республики кăçал шкулсене хута яма 583 млн тенкĕ илĕ. Çак укçа-тенкĕ çĕнĕ икĕ шкул тума тата тăваттăшне юсама кайĕ. Çак çĕнĕ программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри шкулсем хальхи стандартпа пулĕç. Алена Игоревна вара хăйĕн сăмахне яланах çирĕп тытать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика