АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлав умĕнхи сасăлав

14 мая 2016 г.

Кăçалхи майăн 22-мĕшĕнче «Единая Россия» политика партийĕ РФ Патшалăх Думин тата регионсен парламенчĕсен депутачĕсене суйланакан кандидатсен сасăлавне ирттерет, ăна кĕскен «праймериз» тесе палăртаççĕ.

Мĕн-ха вăл праймериз? Çак сăмаха Америкăри политика лексиконĕнчен илнĕ. Вăл «партин малтанхи, суйлав умĕнхи сасăлавĕ» тенине пĕлтерет. Асăннă сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх суйлава хутшăнакан кандидатсене палăртаççĕ. Ку процедурăна пирĕн çĕршыври пĕр парти çеç - «Единая Россия» - ирттерет. Унăн тĕллевĕ пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин акă мĕн каланă: «Эпĕ шăпах çак система общество интересĕсемшĕн, çав шутрах çĕршывăн саккун кăларакан чи аслă органĕнче те, ĕçлес кăмăллă çынсене тупса палăртасса шанатăп».

Парти уставĕнче çак процеса пĕр тĕллевпе - плансемпе программăсене малтанхи тапхăртах кашни территорире çынсемпе сÿтсе явас, унтан вара пулас кандидатсенчен чи лайăххисене сасăлав мелĕпе суйласа илес тесе ирттермеллине палăртнă. Çапла майпа çынсем кандидатсемпе тата вĕсен программисемпе малтанах паллашаççĕ. Кандидатсемшĕн çакă - суйлав умĕнхи хăйнеевĕрлĕ тĕрĕслев. Пирĕн районта суйлав умĕнхи сасăлав 8 шутлав комиссийĕнче иртет:

- Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнче - Пысăк Енккасси ялĕнчи Культура çуртĕнче;

- Энĕшпуç ял тăрăхĕнче - Энĕшпуçĕнчи ял библиотекинче;

- Пинер ял тăрăхĕнче - Пинерти Культура çуртĕнче;

- Чулкас ял тăрăхĕнче - Чулкасри Культура çуртĕнче;

- Вăрмар хула тăрăхĕнче - районти Культурăпа кану центрĕнче;

- Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче - Кивĕ Вăрмар ялĕнчи Культура çуртĕнче;

- Кĕтеснер ял тăрăхĕнче - Кĕтеснерти культура çуртĕнче;

- Шăхаль ял тăрăхĕнче - Шăхальти культура çуртĕнче.

Аса илтеретпĕр: кăçал пĕрлехи сасăлав кунĕ сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртĕ. РФ Патшалăх Думин суйлавĕ валли Чăваш Республикине пĕр мандатлă икĕ суйлав округĕ çине пайланă: Канаш /37-мĕш/ тата Шупашкар /38-мĕш/. Депутатсен пĕр пайне парти списокĕсем тăрăх суйлĕç. Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ малтанхи сасăлава икĕ округпа тата парти списокĕпе пĕтĕмпе 30 ытла çын хутшăнассине пĕлтерчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕ пĕр мандатлă 22 округ тата çавăн пекех парти списокĕсем тăрăх иртĕ. Малтанхи сасăлава хутшăнас текенсен шучĕ - 172 çын. Кăçалхи майăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре 236 суйлав участокĕ /пĕтĕмĕшле йышăн 20 проценчĕ/ ĕçлĕ. Малтанхи сасăлава 18 çул тултарнă тата аслăрах çынсем кайма пултараççĕ. Сасăлав участокĕ ăçта вырнаçнине парти сайтĕнче вуласа тата «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕсен ĕçтăвкомĕсенче ыйтса пĕлме пулать.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: М.ДМИТРИЕВА, «Единая Россия» политика партийeн пирeн районти ec тaвакан комитечeн руководителe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика