14 мая 2016 г.
Çулталăк пуçламăшĕнче Волгоград хулинче социаллă пĕлтерĕшлĕ проект - «Космос вырăсла калаçать» ятпа Пĕтĕм Раççейри фестиваль уçăлнă. Унăн тĕп тĕллевĕ - Раççейре вырăс чĕлхипе литературине анлăлатасси, тĕпчев тата проект ĕçĕ-хĕлне аталантарасси, вĕренекенсен пултарулăхне уçăмлатма пулăшасси.
Раççейри регионсенчи шкулсемпе лицейсенчен 800 ытла вĕренекен фестивале хутшăннă. Пирĕн районтан Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, Вăрмарти ÿнер шкулĕ, Çÿлти Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул вĕренекенĕсем сăрăпа хитре ÿкерес, сăн ÿкерес, илемлĕ хайлав çырас енĕпе уйрăмах палăрчĕç, призерсем пулчĕç. Вĕсем хушшинче - Вăрмарти ÿнер шкулĕнче вĕренекенсем А.Прохорова, Е.Архипова, М.Казакова; Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕлÿ пухакан И.Петрова, М.Васильевпа К.Юркина А.Ильинапа В.Иванова ?руководителĕсем - Д.Прохорова тата С.Николаева/; Çÿлти Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен Т.Петрова /руководителĕ - В.Прохорова/.
Çĕнтерÿçĕ-ачасем хăйсен руководителĕсемпе пĕрле Волгоградра иртекен Пĕтĕм Раççейри фестивалĕн куçăм турне хутшăнма тивĕçнĕ. Кунта вĕсем оргкомитет йĕркеленĕ экскурсисенче пулса курнă. Чаплă лару-тăрура çĕнтерÿçĕсемпе призерсене чыслани мĕне тăрать! Çакă нихăçан та манăçмĕ. Шăпах вăл 108 минут хушши тăсăлнă. Ку вăл ахальтен мар. Асăннă фестивале те Ю.Гагарин космонавт пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне 108 минут хушшинче вĕçсе çаврăннăранпа 55 çул çитнине халалланă. Залра Раççейри 18 регионтан 252 çĕнтерÿçĕ пулнă. Конкурсантсене тĕрлĕ парнесемпе савăнтарнă. Пирĕн районтан хутшăннă çĕнтерÿçĕсем пурте дипломсемпе хаклă парнесене тивĕçнĕ. Вĕсен руководителĕсене - Д.Прохоровăна, В.Прохоровăна, С.Николаевăна чаплă лару-тăрура Тав çырăвĕсене панă.
Тепĕр кунне тĕпчев проекчĕсен ĕçĕн конференцийĕ иртнĕ. Кунта та хăйсен проект ĕçĕсене тивĕçлипех кăтартма пултарнă, призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ. Акă вĕсем: А.Ильина /иккĕмĕш вырăн/, М.Васильев /иккĕмĕш вырăн/, И.Петрова /иккĕмĕш вырăн/, В.Иванова /виççĕмĕш вырăн/, А.Прохорова /иккĕмĕш вырăн/. Унтан ачасем ÿкерес енĕпе палăрчĕç, сертификатсене А.Прохорова, Т.Петрова, К.Юркина, Е.Архипова тивĕçрĕç.
Çавăн пекех конкурсантсем Волгоград хулинчи уйрăмах паллă вырăнсенче пулса курчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Д.Прохорова, С.Николаева, В.Прохорова.