АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чи лайăх социаллă ĕçчен - 2016»

14 мая 2016 г.

«Чи лайăх социаллă ĕçчен - 2016»

ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх Министерствин «Вăрмарти социаллă пулăшу паракан центр» бюджетлă учрежденийĕнче нумай пулмасть професси ăсталăхĕ тĕлĕшĕпе «Чи лайăх социаллă ĕçчен - 2016» ятпа конкурс иртнĕ.

Пирĕн районти социаллă пулăшу паракан тĕрлĕ уйрăмсенчен 7 конкурсант тупăшнă. Вĕсен хăйсем çинчен каласа парассипе, хăйсем суйласа илнĕ професси çинчен, тутлă та техĕмлĕ апат пĕçерме пĕлнипе тата килти ĕçе еплерех пурнăçланипе паллаштармалла пулнă. Конкурса хаклакан Ж.Дмитриева, Т.Григорьева тата Н.Александрова жюри членĕсен ĕçĕ çăмăл килмен. Тĕрлĕ конкурссен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх чи нумай балл пухнă Т.Павлова «Чи лайăх социаллă ĕçчен - 2016» ята тивĕçнĕ. Ытти тĕрлĕ номинацисенче палăрнă Л.Ивановăна, Н.Максимовăна, В.Алексеевăна, Н.Павловăна, Л.Николаевăна тата С.Тимофеевăна дипломсемпе чысланă. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика