14 мая 2016 г.

Кăçал пенсисене çĕнĕ йĕркепе индексаци туса ÿстереççĕ. Кун çинчен вулакансене Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Алексеевна КОНДРАТЬЕВА каласа парать.
- Роза Алексеевна, кăçалтанпа ĕçлекен çынсен пенсине мĕнле йĕркепе ÿстерсе тÿлеççĕ?
- 2015 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 385-ФЗ номерлĕ Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн страховани пенсине тата унпа пĕрле тÿлекен çирĕплетнĕ виçене пур пенсионерăнне те индексацилеççĕ. Анчах ĕçленĕ тапхăрта пенси виçине индексаци ÿсĕмне шута илмесĕр тÿлеççĕ.
Февральтен 2015 çулхи III квартал отчечĕ тăрăх сентябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне ĕçлемен тата çулталăк вĕçне предприниматель пулман пенсионерсен пенсийĕсене ÿстертĕмĕр.
- Пенсионерсен ĕç пăрахни çинчен Пенси фондне заявлени тăратмалла-и?
- Октябрьтен пуçласа апрель уйăхĕччен ĕçлеме пăрахни çинчен çынсен Пенси фондне пĕлтерсе заявлени çырмалла пулнă.
Апрель уйăхĕнчен организацисемпе предприятисем хăйсем патĕнче ĕç килĕшĕвĕпе е гражданла-правăллă килĕшĕвĕпе ĕçлекенсем çинчен Пенси фондне кашни уйăхрах информаци тăратаççĕ. Çавăнпа та пенсисене ÿстерсе тÿлесси çинчен йышăну заявленийĕсĕрех отчет сведенийĕсене усă курса тăватпăр. Пенсионер ĕçлеме пăрахсан виçĕ уйăхран пенсине ÿстерсе тÿлетпĕр.
- Организацисем ĕçлекен пенсионерсене кăтартасшăнах мар пулсан е тата пенсионерсене официаллă вырнаçтармасăр ĕçлеттереççĕ пулсан мĕн калатăр?
- Отчета кашни уйăхра 10-мĕш числаччен кĕске формăпа тăратмалла - ĕçлекенĕн хушаматне, ятне, ашшĕн ятне, пенси страховани уйрăм счечĕн номерĕ /кĕскен каласан СНИЛС/ кăтартмалла.
Отчета тулли мар е тĕрĕс мар тăратсан тата срока пăсса ярсан ĕçпе тивĕçтерекенсене ответ тыттараççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн кун пек организацисенчен кашни ĕçлекеншĕн 500 тенкĕ штраф шыраса илме палăртнă.
Граждансен çакна асра тытмалла - официаллă ĕçлесен пенси коэффициенчĕн калăпăшĕ çултан-çул ÿссе пырать. Ĕçлекен пенсионерсен пенсине кашни çулах август уйăхĕнчен пенси коэффициентне шутласа ÿстереççĕ. Ĕçе пăрахсан вара, пĕтĕм пенси коэффициентне пур индекссем çине ÿстернĕ хакпа шутласа тÿлеме тытăнаççĕ.
- Апла пенсие тухсан пĕчĕк шалу тÿлекен организацисенче ĕçлеме меллĕ мар. Ĕçлеме пăрахса заявлени çыракан пенсионерсен йышĕ ÿсрĕ-и?
- Пенсие тухсан малалла ĕçлесси çинчен кашни хăй йышăну тăвать. Ку, паллах, шалу укçинчен те, сывлăхран та тата ытти сăлтавсенчен те килет.
Чăваш Республикинче пурĕ 335 пин çын страховани пенсийĕ илсе тăраççĕ, вĕсен шутĕнче 22 проценчĕ ĕçлекен пенсионерсем. Февральтен ватлăхра паракан страховани пенсийĕсен виçи вăтамран 470 тенкĕ хăпарчĕ - 11900 тенке çитрĕ.
Çулталăк пуçламăшĕнчен Пенси фондне пĕлтĕрхи октябрьтен пуçласа кăçалхи март уйăхĕнче ĕçлеме пăрахнă пенсионерсем пĕтĕмпе 14,5 пин заявлени тăратнă, çав шутра 8 пин заявление февральпе апрель хушшинче çырнă.
- Енчен те пенсие ÿстернĕ хыççăн çын ĕçе вырнаçать пулсан, пенси виçине пĕчĕклетеççĕ-и?
- Çук, пенсионер ĕçе вырнаçсан пенси виçине пĕчĕклетмеççĕ. Енчен те тепĕр индексаци тĕлне Пенси фондне организаци тăратнă отчет тăрăх пенсионер ĕçлекен шутланса тăрать пулсан, çак индексаци ÿсĕмне шута илмесĕр тÿлеççĕ.
- Роза Алексеевна, пенсионер ĕçлеме пăрахсан пенси калăпăшĕ индексаципе пĕрле мĕн чухлĕ пулассине мĕнле пĕлме пулать?
- Пенси фончĕн сайчĕ çинче «Граждансен уйрăм кабинечĕ» электронлă сервис ĕçлет. Кунта çынсем килтен тухмасăрах пенси виçине пĕлме пултараççĕ. Ку тата ытти Пенси фончĕн сервисĕсемпе Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистраци тунă çынсем усă курма пултараççĕ. Кам порталта регистраци туман, вĕсем хăйсем тĕллĕн е Пенси фончĕн специалисчĕсем пулăшнипе тума пултараççĕ, кунтах ЕСИА системинче учетра паллă тунине ?учетная запись/ çирĕплетеççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА калаcнa.