АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н.Владимиров: «Манăн аргументсем чăн ĕçсемпе пĕр килеççĕ!»

14 мая 2016 г.

Асăннă девиз эпир каласа паракан çынна, партие суйланакан кандидата тÿрремĕнех пырса тивет. «Яланах кăмăлсăррăн йĕри-тавра мĕн пулса иртнине критиклеме пулать, анчах та хăвăн чăн ĕçсемпе кăна пурнăçа лайăхрах тума пулать», - çирĕплетет Н.Владимиров. 

Ачалăхран

Шупашкар хулинчи Уруков урамĕ - Николай Николаевич Владимировшăн чĕрене çывăх кĕтес. Кунта унăн тăван кил-çурчĕ, ача сачĕ тата шкулĕ. Çавăн пекех тепĕр чуна çывăх вырăн вăл - Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси - тăван ашшĕн ялĕ. Хулара ÿснĕ çамрăк хаваспах каникулсене кунта килсе çÿренĕ. Пĕве, пулă тытнă самант, килти пахча, утă çулнă вăхăт уйрăмах нимех те çук пек. Çапах та ачалăхра мĕн пулни чуна ăшăтать. Н.Владимиров паянхи кун Шупашкар хула Пухăвĕн икĕ созывĕсенчи депутат, «Статус» юридици фирма директорĕ. Хăйĕн çулне хăйех уçса пынă вăл. Унăн ашшĕпе амăшĕ - Николай Григорьевичпа Ольга Васильевна - йышлă çемьере çуралса ÿснĕ, нумай çул Шупашкарти электроаппаратнăй заводра вăй хунă. 1990 çулсенче çĕршыври ытти çемьесем пекех ĕç укçине вăхăтра тÿлемен вăхăтсене тÿссе ирттернĕ. Ăна ашшĕ-амăшĕ мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Амăшĕн харăсах темиçе ĕçре те ĕлкĕрмелле пулнă, ăна ывăлĕ пулăшса пынă. Ашшĕ вара çĕр ĕçне юратма вĕрентнĕ. Ун пирки Николай çапла калать: «Çирĕп, хытă ыйтнă, яланах чăнлăхшăн пулнă. Маншăн вăл чунне панă». 2006 çулта ашшĕ вилни уншăн пысăк çухату пулнă.

Професси суйласа илни

Ача чухне тата çамрăк чух Николай Николаевич 7 класс таранччен музыка шкулне аккордеонпа калама кăмăлтан тата чун ыйтнипе вĕренме çÿренĕ. Унтан - йывăр атлетика, самбо тата дзюдо. Мĕн ачаранах вăл историпе, паттăрсемпе, мĕн пулса иртни тата иртессипе кăсăкланнă. Ахальтен мар пулĕ вăл студент чухнех политикăпа интересленме тытăнать. 
Профессие суйласа илес ыйту Николай Николаевичшăн йывăр пулман - вăл хăйне тĕрĕсмарлăхпа кĕрешекен пек курнă. Çавăнпа та вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Право патшалăхĕ йĕркеленекен паянхи Раççейре юрист профессийĕ питĕ актуаллă. Чыспа тивĕçе, граждансен харпăр хăй пурнăçне хÿтĕлесси - юристсен тивĕçĕ, вĕсенчен патшалăхăн ертсе пыракан органĕсен, предприятисен ĕçĕ-хĕлĕ килет. 
4 курсра вĕреннĕ чухнех Н.Владимиров «Правăпа финанс пулăшăвĕсене паракан центр» тулли мар яваплă обществăра ĕçлет. Асăннă юридици фирминче вăй хуни каярах ăна пысăк квалификациллĕ специалист пулма çул уçнă, çак вăхăтра вăл нимĕнпе виçейми паха опыт пухнă. Акă «Вавилон» Шупашкарти макаронпа кондитер фабрики» тулли мар яваплă обществăн юридици уйрăмне йĕркелесе яни те çакнах çирĕплетет. Каярах хăйĕн юридици компанине пуçарса ярать.

Ĕçшĕн тата чĕре хушнипе

«Студент пулнă чухне эпĕ ĕçлеме те, вĕренме те ĕлкĕрнĕ. Тĕрĕс çул суйласа илнине ăнланса илтĕм», - палăртать Николай Николаевич. - Халĕ нумай çул гражданла право сферинче юридици практикине ертсе пыратăп. Çакă питĕ яваплă - ман пата хăйсен проблемисене сÿтсе явас тĕлĕшпе шанса килеççĕ, манăн вĕсене пулăшмалла. Çак профессин пахалăхлă енĕсем депутат ĕçĕ-хĕлĕнче те пулăшса пыраççĕ: эпĕ яланах суйлавçăсемпе куçа-куçăн тĕл пулса пулăшуçăсем çине тиемесĕр калаçма тăрăшатăп. 
Паян ачалăхри пек ялти пĕве хĕрринче сехечĕ-сехечĕпе вăлтапа лараймăн - пушă вăхăт питĕ сахал. Анчах та депутатăн тата юридици фирмин директорĕн тулли графикне пăхмасăрах вăл яланах çемьепе пĕрле пулма, ывăлĕпе калаçма вăхăтне тупать. Çемье - пĕрремĕш вырăнта. Паллах, Н.Владимиров юрă-кĕвĕ çинчен те манмасть. Тепĕр чух алла аккордеон илсе вальс кĕввине, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене вылять. Ашшĕ Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене хисеплеме вĕрентнĕ. 27 çул каялла майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿ кунне халалласа вĕсем ялти сад пахчинче çĕмĕрт лартнă пулнă. Халĕ Н.Владимиров хăйĕн ывăлĕпе пĕрле сад пахчине пăхса тăраççĕ. Çак йывăç кашни çуркуннех чечеке ларать. Чуна та çутăлăх кĕртет.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика