АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Субсиди - пĕлтĕрхинчен ытларах

14 мая 2016 г.

Майăн 4-мĕшĕ тĕлне республикăн агропромышленноç комплексне 2016 çулшăн кÿнĕ патшалăх пулăшăвĕ 2337,5 млн тенкĕпе - пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 3,2 процент нумайрах - танлашнă. Çулталăк пуçланнăранпа ялхуçалăх таварĕ туса илекенсемпе АПК организацийĕсене - 630,99, çав шутран федераци бюджетĕнчен - 505,75, республика хыснинчен 125,24 млн тенкĕ куçарса панă.

Апрель уйăхĕнче федераци хыснинчен куçнă 268970 пин тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнă. Уйрăммăн илсен кредит проценчĕн ставкине субсидилеме - 137,9 выльăх-чĕрлĕх отраслĕ валли - 8,2, сĕт сутакан ялхуçалăх организацийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсене пулăшма - 86,1, элита вăрлăх туяннăшăн - 10, АПКн хута янă объекчĕсен тăкакĕн пĕр пайне саплаштарма 26,8 млн тенкĕ уйăрса панă.

/«Хыпар» хаçатран/.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика