АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Малов: «Ветерансен паттăрлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнать»

14 мая 2016 г.

Николай Малов: «Ветерансен паттăрлăхĕ ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнать»

Майăн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнă ятпа савăнăçлă мероприятисем иртрĕç. Пирĕн çĕршыври, республикăри  пур хуласемпе ялсенче те савăнăçлă митингсемпе Çĕнтерÿ парачĕсем пулчĕç.

Çĕнтерÿ кунне халалласа Чăваш Ен тĕп хулинче иртнĕ митингра республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев çĕнтерÿ пирĕн халăхшăн калама çук пысăк хака кайса ларнине палăртнă. Ку вăл миллионшар çыннăн вăхăтсăр татăлнă, аманнă пурнăçĕсем, ытла та йывăр çухатусем. Инкек кашни киле шакканă, кашни çемьене пырса тивнĕ. Хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ фронтра çĕнтерÿ туптанă паттăрсене кăна мар, тыл ĕçченĕсен нимĕнпе хаклайми тăрăшулăхне те палăртса хăварнă.
Уяв мероприятийĕсенчен чуна пырса тивекенни вара Пĕтĕм Раççейĕпех иртекен «Вилĕмсĕр полк» пулчĕ. Унăн речĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă тата Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă тыл ĕçченĕсен ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем çывăх тăванĕсен сăнÿкерчĕкĕсемпе утнă.
«Вилĕмсĕр полк» колонни социаллă тĕрлĕ шайри, тĕрлĕ профессиллĕ тата тĕрлĕ çулхи çынсене пĕрлештерсе вăрçăра пулнă паттăрсене тата çĕнтерĕве çывхартнă тыл ĕçченĕсене тав тунине пĕлтерет.
Тĕслĕхрен, «Вилĕмсĕр полк» акцие Шупашкарта 20 пин ытла çын хутшăннă, çав шутра Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев та ыттисемпе пĕрле стройра утнă. Унăн аллинче ашшĕн, Хĕрлĕ çар флот салтакĕн Василий Игнатьевич Игнатьевăн, сăн ÿкерчĕкĕ пулнă. Ашшĕ Балти флотĕнче службăра тăнă май блокадăри Ленинграда Ладожск кÿлли тăрăх апат-çимĕçпе çар хатĕрĕсем турттарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕн хĕрĕпе ывăлĕ мăн кукашшĕн, Николай Алексеевич Семеновăн, сăн ÿкерчĕкне çĕклесе утнă. Николай Алексеевич вăрçăра сапер пулса çапăçнă, паттăрсен вилĕмĕпе вилсен Калинински облаçĕнче /халĕ Псковск облаçĕ/ пытарнă. М.Игнатьев хамăрăн аттесемпе, асаттесемпе, кукаçисемпе чăннипех те мухтанмаллине, мăнаçланмаллине каланă. Тăван çĕршыва, çĕре юратни пирĕн ачасене куçмалла, вара тин эпир никам çĕнтерейми вăйлă пулатпăр.
«Единая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Н.Малов Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнакансенчен пĕри пулнă.
Николай Владимирович мăнукĕпе хăйĕн кукашшĕн, Петр Федорович Цыгановăн, портречĕпе хула урамĕсемпе утса иртнĕ. Петр Цыганов хĕрлĕ армеец стрелоксен ?курсантсен/ 26-мĕш уйрăм бригадинче çапăçнă, 1941 çулта Мускавшăн пынă çапăçăва тата совет çарĕсем тăшмана хирĕç контрнаступлени тунă çĕре хутшăннă, çав çулах паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ашшĕ енчен, Маловсен аслă ăрури тăванĕсем тăваттăнтан вăрçăран таврăнайман: Петр Иванович, Андрей Иванович, Владимир Иванович тата Федор Иванович пĕр тăвансем. Шел пулин те, çемье архивĕнче вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем упранса юлман. Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă пилĕк салтакĕ те Чăваш Республикинчи ĕмĕрлĕх Астăвăм кĕнекине кĕртнĕ.
«Паян эпир вăрçă хирĕнчен таврăнман паттăрсене асăнса пуçăмăрсене таятпăр - тесе палăртнă Н.Малов. - Астăвăма хисеплесе, пирĕн аттесен, асаттесен тата мăн асаттесен паттăрла тĕслĕхĕпе тата историпе çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса çитĕнтермелле.
Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнакансен шучĕ çултан-çул ÿссе пынине палăртмалла. Çапла вара Аслă Çĕнтерĕве манманни тата ветерансен паттăрлăхĕ, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пире мирлĕ тÿпе парнелени ĕмĕр-ĕмĕрĕпех пурăнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика