АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăвашлăха упрар

14 мая 2016 г.

Кĕтеснерти библиотекăра шкул ачисем, ветерансем йышлăн пуçтарăнчĕç. С.Скворцовăпа И.Германова культура ĕçченĕсем чăваш тумĕ тăхăнса чăваш чĕлхи кунне халалланă уява ертсе пычĕç. Уяв чăвашсен йăли-йĕркисемпе паллашнинчен пуçланчĕ. Акă, библиотекăн пĕр кĕтесĕнче ĕлĕкхи хресчен çуртне сăнарланă - стенасем çинче илемлĕ тĕрленчĕксем, тĕкĕрсем çинче тĕрленĕ алшăллисем. Кунтах ĕлĕкхи сĕтел çинче авалхи савăт-сапара чăвашсен наци апатне хатĕрленĕ.

Ачасем хăйсемех кил хуçисем те, хăнасем те пулчĕç, асаттесемпе асаннесем хăнасене мĕнле кĕтсе илнине, хăнасене сĕтел хушшине лартнине тата вĕсене ăсатса янине пуçласа курчĕç. 
Уявра тĕрлĕрен викторинăсем те пулчĕç. Çавăн пекех кунта пухăннисем чăваш тĕррисемпе, арçынсен тата хĕрарăмсен тумтирĕсемпе электронлă презентаци урлă паллашрĕç. А.Иванов ветеран-пенсионер ачасене чăвашсен историйĕпе, чăваш чĕлхин илемлĕ янăравлăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ, ачасен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. 
Чăваш чĕлхи уявĕ пурте вăйă картине тăрса чăвашла ташланипе вĕçленчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ЯКОВЛЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика