АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн чĕринче усрав ачисем те хÿтлĕх тупнă

14 мая 2016 г.

Энтрияль ял тăрăхĕнчи специалист-ветеринар Л.Яковлева пилĕк ялти выльăх-чĕрлĕхе сыватса тăрать. Хăйĕн ĕçне юратнăранах пулĕ 38 çул хушши тăрăшать Людмила Леонидовна. Кирек ăçта чĕнсен те выльăха пулăшу пама васкать - çăмăл автомашинăпа та хăйех чупать, палăртнă çĕре вăхăтра çитет. 

1957 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче Кĕçĕн Чак ялĕнче тăватă ачаллă туслă çемьере çуралса ÿснĕ вăл. Аслă Чакри сакăр, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен вĕренсе тухсан 1974-1977 çулсенче çамрăк хĕр Кострома хулинчи ветеринари техникумĕнче вĕренет. Хастар çамрăк специалиста Пысăк Енккассинчи ветеринари участокне выльăхсене сиплеме хаваспах ĕçе илеççĕ. Мĕн пуррипе çырлахса лармасть вăл, Хусанти ветеринари институтĕнче малалла пĕлÿ пухать, тивĕçлĕн вĕренсе пĕтерсе хуçалăхра тĕп специалист пулса ĕçлет. 13 çул районти ветеринари лабораторийĕнче, хăй вăхăтĕнче «Шибулатовский» совхозра ветеринар пулса 12 çул тăрăшать. Ĕçне кура - хисепĕ, теççĕ. Çапла, пысăк категориллĕ специалист темиçе хутчен те республика, район шайĕнчи Хисеп грамотисене, Тав çырăвĕсене илме тивĕçнĕ. Паллах, ĕçре çитĕнÿсем тунинче çемьери килĕшÿлĕх сахал мар витĕм кÿнĕ. Людмила Леонидовнăпа Анатолий Георгиевич Яковлевсем пĕрне-пĕри савса, юратса, 23 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăннă. Мăшăрĕ ялта хисеплĕ çын пулнă, Шăплат ял администрацийĕнче 14 çул ĕçленĕ. Телейлĕ мăшăр ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăратнă. Анчах та... телей тени пур чухне те пĕрешкел килмест. Савăнăçĕпе хуйхи юнашарах çÿреççĕ. Виçĕ çул каялла савнă мăшăрĕ чире пула вилни хĕрарăмăн чунне аслати евĕр хыттăн çапса, çĕмĕрсе хăварчĕ. Çапах та хуйха-суйха çирĕппĕн чăтса ирттерчĕ вăл. Хăйне ĕçре тупрĕ - ыттисене пулăшма та ĕлкĕрчĕ. Пĕчĕк мăнукĕ унăн хуйхăпа тулнă чĕрине хăйĕн пĕчĕк çепĕçлĕхĕпе самаях сиплет. Людмила Леонидовнăн ăшă та аслă чунĕнче хăйĕн ачисемсĕр пуçне ют ачасем валли те хăтлă вырăн тупăннă. Сергейпе Володя ăна «анне» тесе чĕнеççĕ, мĕншĕн тесен вăл вĕсене тăван ачисене юратнă пекех юратать. 
Тĕлĕнет ял-йыш унăн пултарулăхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен, çаврăнăçулăхĕнчен. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытать. 16 гектар çĕр лаптăкĕ çинче тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнтерет. Çак ĕçре ăна ачисем пулăшаççĕ. 
Çынпа пĕрле савăнма та вăхăт тупать, ял пурнăçĕнче те активлăхĕпе палăрать. Вăл, чăннипех те, хисепе тивĕçлĕ çын. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.РАЗУМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика