14 мая 2016 г.
Кирек епле çынна та хутшăну кирлĕ. Пĕр-пĕринпе ĕçлесен, чуна уçса калаçсан пурăнма çăмăлрах. Пĕр районтах ялпа ял пĕр мар. Хăш-пĕр ялсенче кÿршĕсем туслă пурăнаççĕ, ĕçлеме те, канма та пĕрле.
Акă Аслă Чакра пурăнакансем майăн 1-мĕшĕнче Урам уявĕ йĕркелесе ирттерчĕç. Унччен маларах Молодежнăй урамра пурăнакансем йĕри-тавра тирпей-илем кĕртрĕç, урама çÿп-çапран тасатрĕç. Ĕçлесен канма та кăмăллă. Зоя Петровна Никифоровапа Людмила Петровна Порфирьева тата ытти ял çыннисем тăрăшнипе Аслă Чакра пурин кăмăлне те çĕклекен пĕчĕк уяв иртрĕ.
Мероприятие район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Л.Кириллова уçрĕ /вăлах спонсорла пулăшу та кÿчĕ/. Ятарласа хатĕрленĕ тĕрлĕ конкурссенче /милĕкпе çапасси, михĕре мĕнле парне пулнине пĕлесси, лотерея тата ытти те/ ял çыннисем чунтан савăнсах хутшăнчĕç. Йышпа тутлă шÿрпе пĕçерсе пысăк сĕтел хушшине ларчĕç. Г.Матвеева, А.Иванов пухăннă халăха купăс каласа савăнтарчĕç.
Пĕтĕм чунтан савăнчĕ ял çынни хăйне евĕрлĕ уявра. 51 çын пуçтарăнчĕ çак кун Аслă Чакри Молодежнăй урамра. Çитес çул та çакăн евĕр мероприяти ирттерме калаçса татăлчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Э.Михайлова.