14 мая 2016 г.

Кăçал питĕ çивĕч лару-тăрура ĕçлекенсемшĕн паллă çул - 2016-мĕшне Пушар сыхлавĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
Ку вара Вăрмар районĕнчи пушара хирĕç кĕрешекенсемшĕн уйрăмах палăртуллă, мĕншĕн тесен Чăваш Республикипе илес пулсан та çак тытăмра пирĕн ентешсем ытларах ĕçлени паллă. Акă, тĕслĕхрен, Энĕшпуçĕнче çуралса ÿснĕ В.Нягин полковник икĕ хутчен Паттăрлăх орденне тивĕçнĕ. Вĕсен çемйине пушарнăйсен династиех темелле - Крдыков-Константинов-Нягин йăхĕ Вăрмарсене ырă тĕслĕх кăтартать: сывлăх тĕлĕшпе çирĕп, спортпа туслă çамрăксен пушар хăрушсăрлăхĕн тытăмĕнче тăрăшас кăмăлĕсем иксĕлмеççĕ. Вут-çулăмпа кĕрешекенсем пирки Энĕшпуçĕнчи шкулта Çар Мухтавĕн музейĕнче питĕ пуян экспозици йĕркеленĕ. Ветерансем тата Вăрмарти 39-мĕш пушар чаçĕн ĕçченĕсем пулăшнипе район музейĕнче те пысăках мар курав хатĕрленĕ. Унта пирĕн тăрăхра пушарнăйсем пирки пĕлме пулать. Çавăн пекех вут-çулăм темипе шкул ачисем çырнă-ÿкернĕ-ăсталанă сăвă-калава, таврапĕлÿ тĕпчевĕсене, ÿкерчĕксемпе макетсене кăтартнă.
Нумаях пулмасть пирĕн районта МЧС ĕçченĕсем 2015 çула пĕтĕмлетсе семинар ирттерчĕç. Чăваш Республикин Тĕп управлени пуçлăхĕ С.Антонов генерал-майор ертсе пыракан ушкăн саккунла йĕркелĕхе сыхласа пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăк умне чечексем хунă хыççăн музейри экспозиципе паллашма кăмăл турĕ. Вăрмар тăрăхĕнчи пушар сыхлавĕн ĕçченĕсене халалланă курав хăнасене питĕ килĕшрĕ. Паллах, материалсемпе Энĕшпуç ялĕн тата Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ В.Нягин хавхаланса паллаштарни курав хаклăхне татах та ÿстерчĕ пулас. С.Антонов генерал-майор 1891 çултах Густав Лист фирминче кăларнă пушара сÿнтермелли насус-помпа халичченех юсавлине, вăл кустăрмаллă станпа пулнине курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ.
- Эпĕ халиччен нихăш музейра та кун пек 100 çултан та аслă тата ĕçе юрăхлă хатĕре курманччĕ-ха,- терĕ Станислав Юрьевич.
Кĕскен палăртсан, республикăри тĕрлĕ районсенчен, тĕп хуларан килнĕ пушарнăйсем Вăрмар районĕнче пушар сыхлавĕпе çăлавçăсен ĕçĕ-хĕлне сумланипе кăмăллă пулчĕç.
Н.Шишкина сăнÿкерчĕкĕнче: Хăнасем музейри куравпа паллашаççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.Цыфаркин.