АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парез чирĕ çинчен

14 мая 2016 г.

Парез чирĕ ĕне пăруланă хыççăн малтанхи виçĕ кун хушшинче пуçланать. Ытларах 5-8 çулхи ĕнесем чирлеççĕ. Чир ĕнене сума пăрахтарни вăраха кайсан, ытлашши белоклă апатпа тăрантарсан, уçăлтарса çÿретмесен, витере варкăш çил вĕрсен ытларах тĕл пулать. Хăш-пĕр кил хуçисем ĕнесем пĕтĕ чухнехи юлашки тапхăрĕнче вĕсене люцернăпа çеç тăрантараççĕ, вĕсене улăм та памалла, мĕншĕн тесен ĕне хырăмĕнчи микрофлорăна аталантарма клетчатка та кирлĕ.

Чирĕн паллисем: выльăх апат начар çиет, вăл кавлеме пăрахать, каялла çаврăна-çаврăна пăхать, кайри урисене улăштара-улăштара пусать. Унтан ĕне вăйсăрланса çитет, пуçне пĕр еннелле пăрса выртать, унăн сисĕмлĕх çухалать, укол тунине те туймасть. Вăл çăварне кăшт çеç уçать, хăш чухне чĕлхине кăларать. Ÿт-пÿ температури 35-36 градуса çити чакать. Ăна вăхăтра пулăшу памасан вăл вилме те пултарать. Çÿлерех каланисем палăрсан ветеринари врачĕсем ĕне çиллине уçласа сывлăш кĕртеççĕ, венăран медикаментсем яраççĕ. Пулăшу панă хыççăн ĕне 30-40 минутран е хăш-пĕр чухне 2-3 сехетрен ура çине тăрать.
Пăрулас умĕн ĕнесене паха утă кăна çитермелле, юлашки эрнинче тата пăруланă хыççăн малтанхи кунсенче концентрат памалла мар.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ПРОКОПЬЕВА, районти ветеринари станци начальникeн заместителe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика