14 мая 2016 г.
Раççей Федерацийĕн «Хĕç-пăшал çинчен» калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн килте упракан сунар пăшалне кашни 5 çулта полици уйрăмĕнче срок тухиччен икĕ уйăх маларах регистрацилемелле.
Пăшала тирпейлĕ тытманни инкек кăтартма та пултарать. Ăна ятарлă болтпа урай çумне çирĕплетнĕ сейфра е тимĕр ещĕкре упрамалла. Енчен те сирĕн полици уйрăмĕнче регистрацилемен хĕç-пăшал, газ пистолечĕ, пĕчĕк калибрлă винтовка тата вĕсен патронĕсем упранаççĕ пулсан, кун пирки районти полици уйрăмне пĕлтермелле. Ку кăна та мар, регистрацилемен хĕç-пăшала полици уйрăмне килсе парсан укçа та тÿлеççĕ. Сăмахран, 2015 çулта хĕç-пăшала полицине килсе панă 3 çын 2 пиншер тенкĕ укçа илнĕ.
Хĕç-пăшала полицине килсе парас программăна пурнăçлас тĕллевпе пирĕн районта кашни çулах укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Акă, сăмахран, кăçал - 10000 тенкĕ. Хăйсен ирĕкĕпе килсе паракансене явап тыттармаççĕ. Саккун йĕркисене сунарçăсен те, килте хĕç-пăшал упракансен те çирĕп пăхăнмаллине манса каймалла мар.
Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕнче ĕçлекенсем профилактикăлла мероприятисем тăтăшах ирттеретпĕр пулин те саккуна пăсакансене тĕл пулма лекет. Саккуна пăсса сунара тухакансене 200000 тенкĕ штраф хураççĕ, пурлăхне туртса илме е тата тĕрмене те хупма пултараççĕ. Çавăнпа та полици уйрăмĕн сотрудникĕсем асăрхаттарнине, мĕн сĕннине шута илсе пурнăçламалла.
Пăшала упрама тата унпа усă курма ирĕк паракан лицензине шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмне 8 ?83544/ 2-15-05, 2-19-08 номерсемпе шăнкăравлама тата çак адреспа килме пултаратăр: Вăрмар поселокĕ, Советски урамĕ,6 çурт. Çавăн пекех Интернетпа патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕ урлă килтен тухмасăрах заявлени пама пулать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: С.НЯГИН, Шалти ecсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрaмeн инспекторe.