АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрулми лартаççĕ

11 мая 2016 г.

Çĕрулми лартаççĕ

Çурхи хĕвел хытăрах та хытăрах хĕртме тытăннă май çĕр ĕçченĕн канăç çухалнă. Çапла пулмасăр,  çурхи пĕр кун çулталăк тăрантарать-çке. Районта пĕрчĕллĕ культурăсене акнипе пĕрлех çĕр улми те лартма тытăннă. 

«Ямуков Г.Н.» хресчен фермер хуçалăхĕ районта лайăх ĕçлесе пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Вĕсем районта чи малтан çĕр улми лартма тухнă. Кăçал ку тымар-çимĕçе хуçалăхра 215 гектар çинче лартса хăварма тĕллев тытнă пулсан, ăна Ю.Власовпа В.Архипов трактористсем çине тăнипе паянхи куна 90 гектар çинче лартнă. М.Краснов çĕр улми лартма çĕре кăпкалатса хатĕрлесе парать. Вĕсем хăйсен ĕçне пĕлсе туни çинчен калать Геннадий Николаевич. 1266 гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсене акса пĕтернĕ. Ку ĕçре В.Григорьев, В.Николаев, В.Обручков, М.Архипов механизаторсем хастаррине палăртать Г.Ямуков хуçалăх руководителĕ. Сăмах май каласан, вĕсен çĕр улмине упрама хальхи йышши хранилище те пур, кунта вĕсем йĕркеллĕ хĕл каçаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ хуçалăхра туса илекен çĕр улми Чăваш Енре кăна мар Раççейĕпех саланнă. Хамăр продукципе хамăрах тивĕçтереççĕ. Çĕр улми лартнă вăхăтра вăрлăхлăх, кĕркунне вара хĕл каçмалăх шултра çĕр улмине килсе туянаççĕ.
Çанталăк лайăх тăнипе усă курас тесе тăрăшаççĕ. Агротехника требованийĕсене туллин пурнăçласа пырсан тухăçĕ аван пулас шанчăк та пысăк. Вĕсем вара ăна çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Механизаторсемпе кунта вăй хуракан ытти работниксене май килнĕ таран хавхалантарсах пыраççĕ. Çавăнпа ĕçĕ те ăнăçать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика