11 мая 2016 г.
Ĕç çыннин çулталăкĕнче тĕрлĕ отрасльте вăй хуракансен ĕçĕ-хĕлне, вĕсен ĕçри çитĕнĕвĕсем çинчен тăтăшах район хаçатĕнче çутататпăр. Акă, Вăрмар поселокĕнчи 5-мĕш номерлĕ «Родничок» ача садĕнче Н.Михайлова воспитатель, пулăшуçипе пĕрле, «Асамат кĕперĕ» ятлă вăтам ушкăна çÿрекен 23 ачана тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес, тивĕçлĕ воспитани парас тесе кунсеренех тăрăшать, ачасене тĕрлĕ мероприятисене явăçтарать. Çакă ачан тавракурăмне анлăлатать, унăн пĕлес туртăмĕ ÿсет.
Литература çулталăкне халалласа Вăрмарти ача-пăча библиотеки ирттернĕ «Вулама вăхăт» фотоконкурса Наталья Петровна пăхакан ушкăнри ачасем хутшăннă. Çавăн пекех «Раштав çăлтăрĕ» район фестивальне, Аслă Отечественнăй вăрçă 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ «Çĕнтерĕве, салют!» республика акцине, нумай пулмасть çак ушкăна çÿрекен Н.Борисова чăваш чĕлхи кунĕнче «Пĕчĕкçĕ чăваш» сăвă калакансен конкурсĕнче палăрнă. Калас пулать, районта иртекен мероприятисене тĕплĕн хатĕрленеççĕ вĕсем.
Шкул çулне çитмен ачасене тĕрĕс воспитани, тарăн пĕлÿ парас ĕçре Н.Михайлова воспитатель хăйĕн пĕлĕвне район, республика шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнса туптасах пырать. Шкул çулне çитмен учрежденисенчи педагогсен «Ачасемпе ĕçленĕ чух усă курмалли презентаци» районти конкурсĕнче Н.Михайлова виççĕмĕш вырăн йышăнни те çакнах çирĕплетет. «Çулталăк воспитателĕ - 2016» профессилле ăсталăх тĕлĕшĕпе ирттернĕ район конкурсĕн «Новатор-педагог» номинацинче диплома тивĕçет. Унтан «Çулталăк воспитателĕ - 2016» районти конкурсра чăн çĕнтерÿçĕ пулса район чысне Шупашкар хулинче хÿтĕлет. Чăваш Республикин вĕрентÿ институтĕнче иртнĕ тăван республикăран хутшăннă 26 воспитатель хушшинче 3 тура ăнăçлă тухать, «Чăваш Ен çулталăк воспитателĕ - 2016» республикăри конкурсра лауреат ятне тивĕçет, чи лайăх пилĕк воспитательсен ушкăнне кĕрет.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: М.ИВАНЧЕНКО, «Родничок» ача сачeн заведующийe.