АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырав çинчен - такмаксем

11 мая 2016 г.

2016 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа Пĕтĕм Раççейри  ялхуçалăх çыравне халалланă такмаксен конкурсне ирттереççĕ. Унта Раççейри çитĕнсе çитнĕ кашни гражданин хутшăнма, çакăн пек стандартлă мар жанрта хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхма пултарать.

Конкурссантсем умĕнче çăмăл мар тĕллев тăрать: ялхуçалăх çыравĕ çинчен ансат, халăх чĕлхипе каласа парасси, çак масштаблă событи çинчен кашнине лайăхрах ăнлантарасси. Такмакра çыравçăсен ĕçĕ, вĕсен тата ял çыннисен, ялхуçалăх организацийĕсен ертÿçисемпе фермерсен, дачниксемпе пахчаçăсен хутшăнăвĕсем çинчен каласа пама пулать. Хăвăрăн ĕçе конкурса тăратма текст çырмалла е видеоформат хатĕрлемелле. Такмаклă мини-ролике мобильлĕ телефонпа та ÿкерме пулать. Кашни хăйне меллĕ вариант суйласа илме пултарать. Такмаксен текстне kuplet@vshp2016.ru электрон почтăпа ярса памалла, конкурса хутшăнаканăн даннăйĕсене палăртмалла. Видеоформат мелĕпе ĕçлеме кăмăллакансем такмак каласа видео ÿкерме ăна YouTube видеохостингра вырнаçтарса ун çинчен конкурс йĕркелÿçисене пĕлтерме пултараççĕ. Конкурс Положенийĕпе ВСХП-2016 пресс-центрĕн httpĕŸŸwwwĕvshp2016ĕruŸcontestŸ сайтĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать.
Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен пырать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика