11 мая 2016 г.
Хисеплĕ ветерансем! Чăваш Енре пурăнакансем!
Сире Аслă уявпа - Çĕнтерÿ кунĕпе - саламлатăп!
Ку уяв пирĕн историре уйрăмах палăрса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ паллă совет поэчĕ, хăй те çак вăрçă витĕр тухнăскер, В.Харитонов çак уява - «куççульлĕ уяв» - тенĕ. Раççейре вăрçă пырса тивмен çемье çук та пулĕ.
Манăн çемьере икĕ мăн асатте вăрçăра çапăçнă. Пĕри - Андрей Кузьмич Смолин - Кемерово облаçĕнчен пулнă. Хăйĕн юратăвне тĕл пулса авланнă, ачисем те пулнă. Анчах та 25 çулхи ачасен ашшĕне, кил хуçине, 1941 çулхи апрельте вăрçа илсе кайнă та ун хыççăн вăл киле таврăнман. 1941 çулхи июльте вĕсен чаçне Ленинград тăрăхĕнчи фронта илсе кайнă. Унта мĕн пулса иртнине каламасăрах пурте пĕлеççĕ.Телее, асатте чылай вăхăт çапăçнă хыççăн кăна госпитале лекет. Унтан сывалса тухнă хыççăн, 1944 çулхи июльте, ăна каллех фронта яраççĕ. Анчах та вăл унта нумаях та пулаймасть - хыпарсăр çухалать.
Иккĕмĕш мăн асаттене - Владимир Александрович Шарфунова - ытларах ăнăçнă, вăл вăрçăран сывă таврăннă. Вăл вăрçа 1942 çулхи апрельте тухса кайнă та хăюлăхпа палăрса тăнă: «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Хăюлăхшăн» медальсене, Хĕрлĕ Çăлтăр тата Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕсене тивĕçнĕ. Вăрçа вăл Сталинградран пуçланă. Унта ăна Томскри артиллери училищинче кĕске вăхăтлăх курсне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн янă. Вăл 3-мĕш гварди çарĕнчи 1008-мĕш стрелковăй полкра çапăçнă. Асатте, нацизмла Германин тĕп хулине - Берлина çитнĕ, каярах вăл Эльба çинче американсемпе те тĕл пулнă.
Вăрçăран асатте1946 çулта кăна таврăнать. Ун хыççăн вăл ачасемпе ĕçлеме каллех шкула каять.
Сăмах май каласан, мăн асаннен те кăмăлĕ чăн-чăн Çĕпĕр çыннинни пек пулнă. Александра Яковлевна Шарфунова 1942-1944 çулсенче Новосибирск облаçĕнчи Болотнински районĕнчи Александровка ялĕнчи колхоза ертсе пынă. Ăна 8 ача çуратса пăхса ÿстернĕшĕн «Ача амăшĕн мухтавĕ» орденне виçĕ хутчен панă.
Кун пеккисем Раççей çемйинче миллионшар пуррине пĕлсех тăратăп. Çĕнтерÿ кунĕ - Аслă уяв! Анчах та вăл - куççульлĕ уяв. Арканнă хуласемпе ялсем, вун-вун миллион пуç хунисем. Питех те хăрушă вăрçă. Эпир - асрах тытатпăр. Эпир - манмастпăр.
Кун пекки текех нихăçан та ан пултăр тесе эпир хамăртан мĕн килнине пурне те пурнăçлатпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"