АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрĕсен ячĕ - вилĕмсĕр

11 мая 2016 г.

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 71 çул çитрĕ, мĕнпур халăх пысăк та çутă уява тухрĕ. Çамрăк ăрусемшĕн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр хаяр тăшмана хирĕç паттăрла кĕрешсе çак сăваплă куна çывхартма пулăшнă вăрçă участникĕсем, тыл ĕçченĕсем. Вĕсен нихăçан манăçми  паттăрлăхĕ пире çутă тÿпе, уяр та хĕвеллĕ кун парнелерĕ. Шăпах вĕсене эпир пĕтĕм тĕнчипех майăн 9-мĕшĕнче чыслатпăр, çак кун вĕсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. 

2016 çул. Майăн 9-мĕшĕ. Çак Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре ир-ирех вăрçă вăхăтĕнчи юрă-кĕвĕ янăрать. Çĕнтерÿçĕ-салтак, интернационалист-салтаксене асăнса лартнă палăксем умĕнче хисеплĕ хурал тăрать. «Çар кухни» те пур. Сарă хĕвелĕ те çутă тÿперен йăл-йăл кулса пире ырăлăхпа савăнăç кÿрет, çилĕ те кăштах вĕрнипеле уçă çĕнтерÿ сывлăшне пирĕн патне çитерет. 
Ирхине, 8 сехет те 30 минут. Вăрмарти шкулта вĕреннĕ, Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса пуçĕсене паттăррăн хунă вĕрентекенсемпе шкул пĕтернисене асăнса лартнă палăк умĕнче чаплă митинг иртрĕ. Ырă йăлана кĕнĕ асăну мероприятине райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ, Пĕрлехи информаци ушкăнĕн руководителĕ Н.Максимов, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов, шкул ачисем хутшăннă. 
Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов кунта пухăннисене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 71 çул çитнĕ ятпа чĕререн саламларĕ, «Вилĕмсĕр полк» яланах пирĕн асăмра пулмалли, вĕсене нихăçан та манас çук пирки аса илтерчĕ. Унтан ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ Н.Максимов çамрăк ăрусене палăксене упраса хăвармалли çинчен асăнчĕ. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов асăннă палăк историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. «Ăна 1969 çулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пуçарулăхĕпе, вĕсен вăйĕпе туса лартнă. Çак шкулта вăй хунă вĕрентекенсем Аслă Отечественнăй вăрçа тухса кайнă. Шăпах вĕсене асăнса эпир çулсеренех çак палăк умĕнче пуçтарăнатпăр, çакă ырă йăлана кĕрсе пытăр», - терĕ Юрий Васильевич.
Çапăçу хирĕнчен таврăнайманнисене асра тытса Шăплăх минучĕ иртрĕ. 
Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Е.Федотова хамăр йăх-несĕлĕмĕре, вĕсен нимĕнпе виçсе илейми пархатарлă ĕçне асра тытмаллине асăнчĕ. Унтан кадет класĕнче вĕренекенсем асăннă куна халалласа сăвăсем каларĕç. 
Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, хăйсен тивĕçне пурнăçласа пуçĕсене хунă вĕрентекенсемпе шкул пĕтернисене халалласа лартнă палăк умне шкул ачисем чечек кăшăлĕсем хучĕç. 
9 сехет те 20 минут. Районти мĕнпур руководительсем, вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, предприятисемпе организацисенче, учрежденисенче ĕçлекенсем, районта пурăнакансем районти тĕп больницăн поликлиника çурчĕ умĕнче пухăнчĕç. Историнчен çакă паллă, малтанхи çулсенче çак вырăнта районти Çар ĕç комиссариачĕ вырнаçнă пулнă, 1941 çулта салтака тата вăрçа шăпах кунтан тухса кайнă, çавăнпа та хальхи районти тĕп больницăн поликлиника çурчĕ çинче Асăну хăми уçнă, вĕсене асăнса чĕрĕ чечексем хучĕç. Кунтах Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă вăрçă вăхăтĕнчи çар техники çине яшсемпе хĕрсем, çийĕнчи тум-тирне вăрçă вăхăтĕнчи пек уртса янăскерсем, хăпарса ларнă, хыççăн ветерансене лартнă автобус пырать, воин-интернационалистсем, райадминистрацин ĕçченĕсем, çамрăк армеецсем, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен коллективĕсем, шкул ачисем нимĕç фашисчĕсене çĕнтерессишĕн хăйсен пурнăçне панă паттăр салтаксен тата тыл ĕçченĕсен портречĕсене çĕкленĕ «Вилĕмсĕр полк» колонни Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ патне çул тытрĕ. 
Кунта уява халалланă митинг пуçланчĕ. Ăна Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Виссарионов уçрĕ, уява пуçтарăннă ветерансене тав сăмахĕ каларĕ. Унтан РФ, ЧР гимнĕсем янăрарĕç. Саламлă сăмаха ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи пай пуçлăхĕ В.Ляшенко илчĕ. «Вăрмар районĕнчен хаяр вăрçăна 6771 çын тухса кайнă, 4545-шĕ каялла таврăнайман. Пире мирлĕ пурнăç парнелесе пуçĕсене хунă салтаксене асăнса пуç таятпăр, кунта пухăннă ветерансене ырлăх-сывлăх сунатпăр...», _ терĕ вăл. Район пуçлăхĕ М.Пуклаков саламлă сăмахĕнче вăрçă çулĕсенче тÿссе ирттернĕ йывăрлăхсене тепĕр хутчен аса илчĕ: «Пĕчĕк çĕнтерÿсенчен туптаннă Аслă Çĕнтерÿ хакла кайса ларнă, çапах та фашизма çапса аркатнă. Малашнехи пурнăçра пирĕн ачасемпе мăнуксен бомба сирпĕннĕ сасăсене илтмелле ан пултăр. Пĕтĕм ветерансене тав тăватпăр...» 
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов та Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнă ятпа пурне те саламларĕ, çамрăксене мирлĕ пурнăçа хаклама, ветерансене упрама пĕлмелли çинчен аса илтерчĕ. Унтан уяв ячĕпе ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ Н.Максимов саламларĕ: «Çĕнтерÿ кунĕ пирĕн халăха пĕрлештерсе тăракан уяв. Кашни çемье хăйĕн ашшĕсемпе мăн аслашшĕсен паттăрла ĕçĕсене упраса пурăнать». Ветерансен ятĕнчен митингра 92 çулхи Зоя Петровна Петрова тухса калаçрĕ. Вăл пурне те çак çула çитме сунчĕ, хăйĕн вăрçă çулĕсенчи пурнăçне аса илчĕ. Çавăн пекех митингра Ф.Ларионов ветеранăн кĕçĕн мăнукĕ Тимур та Çĕнтерÿ кунне халалланă сăвва тухса каларĕ. Районти предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем, шкул ачисем палăк умне чечек çыххисем хучĕç. Митинг шăплăх минучĕпе, пурте сăн ÿкерттерессипе вĕçленчĕ. Унтан тĕп площадьре Аслă Çĕнтерĕве халалласа çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ. Унта Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисем, Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти кадетсем, Арапуçĕнчи, Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп, Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисем тата ытти шкулсем активлă хутшăнчĕç. Пухăннă халăха каратистсемпе самбистсем хăйсен спортри кăтартăвĕсемпе тыткăнларĕç. Культурăпа кану çурчĕ умĕнче çар кухни ĕçлерĕ. Ветерансене вир пăттипе сăйларĕç. Каçхине тĕп площадьре савăнăçлă концерт, дискотека, салют иртрĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА, Э.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика