АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăра пулнисем нихăçан та асран тухмаççĕ

07 мая 2016 г.

Вăрçăра пулнисем нихăçан та асран тухмаççĕ

Пирĕн районти ытти ялсенчи пекех Çитмĕшрен те Аслă Отечественнăй вăрçа нумаййăн хутшăннă. Аслисемпе пĕрле тин çеç 17 çул тултарнисен те хĕрÿ çапăçăва кĕме тивнĕ. Вĕсен йышĕнчен пĕри Николай Дмитриевич Дмитриев пулнă. Вăл 1927 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче Çитмĕшри хресчен çемийнче çуралнă. Пурнăçĕ çăмăлах пулман пулин те вăл 1942 çулта 7 класс вĕренсе тухнă. Анчах та малалла вĕренме май килмен - ашшĕ вилнĕ. Унтан пиччĕшне, 1925 çулта çуралнăскере, вăрçа илсе кайнă. Çав çулах вăл вилнĕ тесе хут килнĕ. Николай Дмитриевич ялти ытти çамрăксемпе пĕрле уй-хирте çурлапа тырă та вырнă, плугпа çĕр те сухаланă, çĕмел те тунă, капан хывнă, элеватора лашасемпе тырă леçнĕ, каярахпа лашасене те вăрçа илсе кайсан, вăкăрсене кÿлсе ĕçленĕ, чукун çул çинче те тăрăшнă. 1944 çулта вара салтак ячĕ тухать.17 çул тин тултарнăскер салтака каять. Килне амăшĕпе 10 çулхи йăмăкĕ Лида юлаççĕ. Николай Дмитриевич хăй аллипе çырса пынинчен акă мĕн паллă: малтанах вĕсене Ульяновск облаçĕнчи пĕр хулана илсе каяççĕ. Çамрăк салтаксене те çăмăлах пулман - ытларах хырăм выççи асаплантарнă. Кунта пĕр вăхăт пулнă хыççăн вĕсене Китайри Маньчжури чиккисене илсе каяççĕ. 202-мĕш çăмăл артиллери дивизине лекеççĕ. Н.Дмитриев Çăмăл пушкăсен 1324 -мĕш полкне лекет. Çитсенех çамрăк салтаксене киле çыру çыртараççĕ. Кăштах вĕрентнĕ хыççăн Японипе вăрçма илсе каяççĕ. Малтанах вĕсем тĕрлĕ хуласене Яппун самурайĕсенчен хăтарнă, каярахпа Харбина çитнĕ. Вăрçă пĕтнĕ хыççăн та вĕсен чаçне çав вырăнтах хăварнă, Тăван çĕршыв чиккине хуралланă. Киле вара 1951 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăн I степеньлĕ орденĕпе тата 10 медальпе, нумай Хисеп грамотисемпе таврăнать. Киле çитсен тепĕр 10 кунтанах Анаткас ялĕнчи вулав çурчĕн заведующийĕ пулма лартаççĕ. Кунта пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн çак ялти шкулта физкультурăпа ĕç урокĕсене ертсе пырать. Ярославльти педагогика институтне вĕренме кĕрет, анчах тĕрлĕ сăлтавсене пула ăна вĕçне çитереймест. Апла пулин те вăл Анаткас тата Тупах ялĕсенчи ачасене нимĕç чĕлхине вĕрентет. Çапла вара 10 çул шкулта ĕçленĕ хыççăн Чулкас ял Совечĕн председателĕ пулма лартаççĕ. Унтан партком секретарĕ... çапла вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тĕрлĕ яваплă вырăнсенче вăй хунă вăрçă ветеранĕ. Ачасемпе тăтăшах тĕл пулса вăрçă хĕн-асапĕ çинчен каласа кăтартнă.

Шел пулин те, вăл пирĕнпе пĕрле Аслă Çĕнтерĕве 71 çул тултарнине кĕтсе илеймерĕ, çĕре кĕчĕ. Апла пулин те вăрçăра пулнисем манăçмаççĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика