07 мая 2016 г.

Вăрçă ветеранĕсен, тыл ĕçченĕсен нушине ăнланма пĕлни, вĕсене тивĕçлипех тимлĕх уйăрни, вĕсемпе тĕл пулса чуна уçса калаçни - чăннипех те çакă пысăк хисепе тивĕç.
Вăрмар районне нумай пулмасть «Единая Россия» партин Чăваш Енри уйрăмĕн руководителĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Н.Малов килсе кайрĕ. Ĕçлĕ çул çÿрев вăхăтĕнче Николай Владимирович хамăр районти Чупай ялĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕн тăлăх арăмĕ, ĕç ветеранĕ Мария Николаевна Михайлова патĕнче пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Паян Мария Николаевна çулĕсемпе тăхăр теçеткерен иртнĕ ĕнтĕ, апла пулин те вăл çивĕч ăс-тăнлă, кунсеренех «сенкер экран» пăхать, тĕнчере, çĕршывра, республикăра, районта пулса иртекен лару-тăрăва тимлĕн ăнланса пырать. Тĕл пулу вăхăтĕнче хăйĕн биографинчи самантсене нумай аса илсе каласа пачĕ М.Михайлова, анчах та вăрçă вăхăтĕнчи çулсем нихăçан та манăçмаççĕ. Чăтма çук йывăр та асаплă вăрçă вăхăчĕсене вăл хăй çырнă сăвă йĕркисенче калама çук чуна тыткăнламалла палăртса хăварчĕ, хисеплĕ ветеран вĕсене пăхмасăрах вуласа пачĕ.
Паянхи кун Мария Николаевна хĕрĕпе, мăнукĕсемпе, мăнукĕн мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Вĕсем яланах унпа пĕрле - савăнăç пайланă чухне те, хурлăх килсен те. Халĕ те ят-сума тивĕçнĕ ветеран Н.Малов килсен тĕл пулу вăхăтĕнче пăшăрханчĕ те, çав вăхăтрах чĕререн савăнчĕ. Николай Владимирович хисеплĕ ветеран çĕкленÿллĕ туйăмпа пулнине уйрăмах палăртрĕ. Халĕ нумайăшĕ тăван историе, унăн астăвăмне тепĕр хут çырма пăхаççĕ. «Ветерансем пирĕнпе пĕрле чухне чăн пулни нихăçан та çухалмĕ», - пĕтĕмлетнĕ шухăшне Н.Малов.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА.