АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахалăхлă вăрлăхпа вăхăтра акакан пуян пулать

07 мая 2016 г.

Пахалăхлă вăрлăхпа вăхăтра акакан пуян пулать

Çак кунсенче ĕçлĕ çул çÿревпе пирĕн районта Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн заместителĕ К.Никитин пулнă. 

Ĕçлĕ лару-тăрăва район администрацийĕн ялхуçалăхпа экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев ертсе пынă. Вĕсем районта малта пыракан «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă хуçалăхра пулса çур аки ĕçĕсем епле пынипе кăсăкланнă. Асăннă хуçалăхра акса-лартса туса илмелли пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 2000 гектартан иртет, çав шутран 900 гектарне тĕш-тырă валли уйăрнă, ытти - выльăх апачлĕх çитĕнтермелли çĕр лаптăкĕ. 
Паянхи куна 200 гектар çинчи хĕл каçакан культурăсене сÿрелесе апатлантарнă ĕнтĕ. Кĕрхи суха тунă лаптăксенче сÿреçĕсем сÿре тата культиваци ĕçĕсем ирттернĕ. Кунсăр пуçне асăннă хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ. Палăртас пулать, ăрата çĕнетсе пырасси хуçалăхра чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Вĕсем хушшинче паян Шароле, Герафорд тата Абердино-ангусск ăратĕнчи вăкăрсене йышлăлатаççĕ. Çапла вара, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышĕ 300 пуçран та ытларах. Кунти выльăх-чĕрлĕх ферминче пулса курнă Константин Владимирович «Вăтам Энĕш» хуçалăх пуçлăхне П.Крылова ĕçре çитĕнÿсем тума суннă, çурхи ака ĕçĕсене кĕске вăхăт хушшинчех агротехника ыйтнă пек вĕçлеме сĕннĕ. 
Унтан ЧР ялхуçалăх министрĕн заместителĕ К.Никитин «Иванов В.А.» хресчен ?фермер/ хуçалăхне çул тытнă. Хуçалăхра 540 гектар çинчи хĕл каçакан культурăсене сÿрелесе апатлантарнă, çавăн пекех 800 гектар чухлĕ йышăнакан нумай çул ÿсекен курăксене сÿреленĕ. Кĕрхи суха тунă лаптăксенче 500 гектар çинче сÿреленĕ, 300 гектар çинче культиваци ĕçĕсене пурнăçланă. 
«Çурхи кун çулталăк тăрантарать», - теççĕ. Çакна асра тытса çуркуннехи уяр кунăн кашни вăхăчĕпе тухăçлăн усă курать çĕр ĕçченĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ЧЕРНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика