АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Малов: «Ĕç çыннине — чыс та хисеп!»

07 мая 2016 г.

Николай Малов: «Ĕç çыннине — чыс та хисеп!»

Майăн 1-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе Шупашкарта Çуркуннепе Ĕç уявне халăхпа  пĕрле пуçтарăнса анлăн  уявларĕç.

Кăçал демонстрацие хула çыннисемпе хăнасем 32 пин çын ытла хутшăнчĕç. Политика партийĕн тата профсоюз ушкăнĕсен, Шупашкарти организацисемпе предприятисен представителĕсен уяв колонни тĕп урамсемпе çÿренĕ. Уявăн тĕп мероприятийĕ Хĕрлĕ лапамра иртнĕ. «Единая Россия» политика партийĕ ертсе пыракан парти пулнăран - чи витĕмли.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе Çуркуннепе Ĕç уявне тĕрлĕ ăрурисем: çамрăксенчен пуçласа сумлă çулхисемпе пенсионерсем хутшăннă. Вĕсенчен чылайăшĕ каланă тăрăх - Майăн 1-мĕшĕ - хĕвел çутипе тулнă ăшă кăмăллă, çĕршыв мухтавлăхĕпе малашлăха шанакан уяв. Çамрăксем хăйсен ачисемпе Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе иртекен демонстрацие тухса çÿренине аса илеççĕ, ватлăх енне сулăннисем вара хăйсене çамрăкрах туяççĕ.
Çынсем Майăн 1-мĕшĕнчи демонстрацие хутшăнса ĕç çыннине, ветерансене тата хамăрăн çĕршывăн историне хисепленине палăртни пулать тесе каланă Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Н.Малов.
«Чăваш Енре 2016 çула Ĕç çынни çулталăкĕ пулнине пĕлтернĕ. Çак çулталăк тата çак уяв пире яваплăрах пулма хистет. Ку вара пирĕн умри задачăсене, тĕллевсене пурнăçлама май парать», - тенĕ Н.Малов. Çавăн пекех уяв кунĕ пĕр-пĕрне тăнăçлăх, ырăлăх, ăнăçу, çирĕп вăй-хал, шанчăклă малашлăх сунмалла тесе хушса каланă Николай Владимирович. Кăçал Çуркуннепе Ĕç уявĕ Христос чĕрĕлнĕ кунпа пĕр килнĕ. Н.Малов Православи тĕнне ĕненекенсене пурнăçра яланах Ĕненÿ, Шанчăклăх тата Юрату суннă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика